Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чӗрчуншӑн та, ҫыншӑн та хӑрушӑ

19 января 2019 г.

Урни чирне сыватма майӗ ҫукки никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Ана пуҫараканӗсем - унпа чирлӗ чӗрчунсем. Ялсемпе хуласенче йытӑсемпе кушаксене усрамалли правилӑсене пӑсни тата ҫынсем пурӑннӑ ҫӗре чирлӗ тилӗсем пырса кӗни урни чирне анлӑ саракан ҫӑлкуҫсем пулса тӑраҫҫӗ. Пирӗн районта та иртнӗ ҫулсенче урни чирӗ тупӑннӑ тӗслӗхсем пулман мар. Вӗсем кашнинчех яла пырса кӗнӗ тилӗпе ҫыхӑннӑ. Урни чирне хирӗҫ прививка туман йытӑсем урама пырса кӗнӗ тилӗпе ҫапӑҫса кайни пӗрре пулнӑ ӳкерчӗк мар. Ҫакнашкал кашни тӗслӗхпех ирттернӗ тӗрӗслевсем урни чирӗн паллисене палӑртрӗҫ. Ҫавӑнпа та ку чир тӗлӗшпе ӑнлантару ӗҫӗ ирттерме паян хӑнана районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцири ветврач-эпизоотолога Л. БОЯРИНОВӐНА чӗнтӗмӗр.

- Людмила Алексеевна, мӗнпе хӑрушӑ- ха урни чирӗ? Районта пурӑнакансем ун пирки йӑптах пӗлеҫҫӗ-и?

- Малтанах паянхи калаҫу питех те вырӑнлине палӑртам. Чӑваш Респубпикинче иртнӗ ҫулсенче урнй чирне вуншар регистрацилерӗҫ. Вёсен шутӗнче тилӗсемсӗр пуҫне чиртен прививка туман йытӑсемпе кушаксем те сахал мар. Урни чирӗ вӑп - хӑрушӑ инфекци. Ҫак чир уҫа вырӑнта чупса ҫӳрекен чёрчунсенчен килти хушма хуҫалӑхри выльӑхсене те, ҫынна та ерме пултарать.

Раҫҫей Федерацийӗнче юлашки ҫулсенче чӗрчунсем хушшинче урни чирӗ сарӑлас хӑрушлӑх пӗртте чакмасть. Ҫавӑнпа унпа ҫынсем чирлес хӑрушлӑх та пӗчӗк мар. Каламалла, пирӗн республикӑра 1988 ҫултанпа ҫынсем хушшинче урни чирне тупса палӑртни пулман-ха, анчах ҫакӑ лӑпланмалли сӑлтав мар.

Чирлӗ чӗрчунсем ҫын умӗнче тимлӗхе ҫухатаҫҫӗ, тапӑнма та пултараҫҫӗ. Сунарта иккӗлентерекен чӗрчун тытмалла мар, тупнӑ вилнӗ чӗрчунӑн тирне сӳсе илмелле мар. Вилнӗ чӗрчун тӗлне пулсан вара ун пирки ҫийӗнчех выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцине пӗлтерме тӑрӑшмалла.

- Урни чирӗн эпизоотийӗ пирки мӗн калайратӑр? Иртнӗ ҫул ӑна республикӑра миҫе тӗслӗх тупса палӑртнӑ? Пирӗн рай­онта вӑл пулнӑ-и?

Ҫӗршывра урни чирӗн эпизоотийӗ сарӑлас юхӑмра тилӗсем малти вырӑнта тӑраҫҫӗ. Кунпа пӗрлех ялсенчи хуҫасӑр йытӑ-кушак та хӑрушлӑха вӑйлатаҫҫӗ. Пӗлтӗр пирӗн республикӑра урни чирӗн тӗслӗхне 5 тупса палӑртнӑ: тӑватгӑшӗ тилӗсемпе ҫыхӑннӑ, пӗри - килти кушакпа. Районсемпе илсен ку инкексем Йӗпреҫ, Канаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче пулнӑ. Йытӑ-кушак тенӗрен ҫакна каласа хӑварас килет. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ялсемпе хуласенче йытӑсемпе кушаксем усрамалли правилӑсене ҫирӗплетнӗ. Вырӑнсенче ҫакна темшӗн пит пӑхӑнсах каймаҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара хуҫасӑр йытӑсем юлашки вӑхӑтра обществӑшӑн пысӑк ыйту кӑларса тӑратрӗҫ. Вӗсем выльӑх-чӗрлӗхпе чӑх-чӗп тытса ял ҫыннисене сиен кӳнипе пӗрлех хӑрушӑ чир саракансем те пулса тӑчӗҫ. Урни чирӗпе чирлӗ йытӑ ҫыртсан, ҫыннӑн ҫийӗнчех тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ илме медицина учрежденине каймалла. Ҫыртнӑ йытӑ-кушаксен хуҫисен вӗсене ҫийӗнчёх ветеринари учрежденине илсе ҫитерме тӑрӑшмапла. Ӑна пурнӑҫлама май ҫук чухне йытӑ-кушака уйрӑм ҫӗрё хупмалла та ветеринари ӗҫченне чӗнмелле.

Маларах каланине шута илсе вырӑнсенчи выльӑх тухтӑрӗсем йытӑсемпе кушаксене ҫулсерен урни чирӗнчен профилактика прививкисем тӑваҫҫӗ. Анчах ҫакӑ ялсенчи пур йытӑ-кушак та профилактика мероприятийӗсене лекнине пӗлтермест, мӗншӗн тесен районта паян хуҫасӑр йытӑ-кушак та нумай ҫӳрет. Кунта ял тӑрӑх администрацийӗсен тивӗҫлӗ йышӑнусем тумалла тесе шутлатӑп. Пӗрле пулсан ҫеҫ хӑрушӑ чир умӗнче эпир алӑ усмӑпӑр.

А. БЕЛОВ каласнӑ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика