03 ноября 2018 г.
Кӑҫал чӑх-чӗп, хур-кӑвакал нумай усраса ҫу каҫартӑм. Кӗр мӑнтӑрӗпе вӗсене пусса сутасси пирки те шутларӑм. Анчах кунта ветеринари служби ҫирӗп хуралта иккен. Хамӑн килти хушма хуҫалӑхра ӳстернӗ чӑх-чӗпе манӑн мӗншӗн тӗрӗслеве тӑратмалла? Ҫак ӗҫре те хӑйӗн йӗрки пур пулӗ. Унпа хаҫатра паллаштарма май ҫук- ши? Вӑл ыттисемшӗн те усӑллӑ пуласса шанатӑп.
И. СЕМЕНОВА.
Юнкӑ ял тӑрӑхӗ.
Хамӑрӑн вулавҫӑ ыйтӑвӗпе эпир выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станцин выльӑх тухтӑрне Ирина ЯКОВЛЕВӐНА паллаштартӑмӑр. Ирина Николаевна пире тулли хурав пачӗ:
- Ял ҫыннисем килти хушма хуҫалӑха аталантарса пурӑннине ӑнланатӑп. Ҫак тӗллевпе вӗсем тӗрлӗрен выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк тытаҫҫӗ. Кӗркунне ҫитсен вӗсенченех тупӑш илессишӗн ҫунни те - ырӑ пулӑм. Пурнӑҫ условийӗсем улшӑнни, ҫӗнӗ саккунсем ӗҫлеме пуҫлани вара ҫак ӗҫе те ҫӗнӗлӗхсем кӗртет. Халӗ калани килти хушма хуҫалӑхра ҫу каҫа ӳстернӗ чӑх-чӗпе пусса пасара тухса сутассипе те ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Республикинче чӑх-чӗп грипӗ сарӑлас хӑрушлӑх пӗтменрен, чӑх-чӗпе е унӑн какайне сутма е ҫул ҫине кӑларма документсем хатӗрленӗ чух РФ Ял хуҫалӑх министерствин «Чӑх-чӗп грипӗпе кӗрешмелли йӗрке ҫинчен» приказӗпе асӑннӑ чир палли тупӑннӑ субъектра чӑх-чӗпе тата унӑн продукцине ЧР тӗп патшалӑх ветеринари инспекторӗпе килӗшсен ҫеҫ сутма юрать. Ҫак йӗркене пӑхӑнас тесен килти хушма хуҫалӑхра тытакан чӑх-чӗпе те тӗрӗслесе тӑрасси вӑйра юлать. Ӑна пӑхӑнса килти хушма хуҫалӑхра чӑх-чӗп тытаканӑн вӗсене выльӑх-чӗрлӗх пусмалли ятарлӑ пунктсенче пусса тирпейлемелле. Кайӑк-кӗшӗкӗн (чӑхсен, бройлерсен, хурсемпе кӑвакалсен т. ыт. те) юн сывороткине, продукци сутма тухиччен, ЧР ветеринари лабораторийӗнче тӗрӗслеттермелле. Ун хыҫҫӑн ҫеҫ чӑх-чӗп какайне сутма ЧР патшалӑх ветеринари службине заявленипе тухмалла. Ӑна rvet4cap.ru электрон адреспа та пурнӑҫлама пулать.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефонсем: 62-0-83, 62-8-46.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"