14 ноября 2018 г.
Районта пурӑнакансем пурнӑҫ аталанӑвӗпе пӗр тан пырса ҫӗнӗлӗхсене пӗр хӑрамасӑр алла илсе ӗҫлеме тӑрӑшни ырӑ шанчӑк ҫуратать. Нумайӑшӗ килти хушма хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк ӗрчетесси ҫине тимлӗх уйӑрать. Вӗсене пусса тирпейлес ӗҫ вара «Аш-какай тата унран хатӗрленӗ продукцин хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен» Таможня союзӗн техника регламентне тивӗҫтермелле. Паянхи куна ҫак йӗркене пӑхӑнса выльӑх пусса тирпейлемелли ятарлӑ пунктсем Шетмӗпуҫ, Йӳҫкасси, Москакасси, Ярославка, Муркаш, Ярапайкасси, Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗсенче пур. Анчах асӑннӑ регламент вӑй илсе пынӑ май, ҫакӑн пек пунктсен ытти ял тӑрӑхӗнче те пулмалла, вӗсен маларах уҫӑлнисенчен тӗслӗх илмелле. Пирӗн паянхи пӗчӗк вӗрентӳ шӑпах вӗсем валли. Мӗншӗн тесен эпир паян килти хушма хуҫалӑхра пуснӑ выльӑх какайне сутма ирӗк памастпӑр. Ҫӗнӗ йӗркепе вӗсене выльӑхсене пусса тирпейлемелли ятарлӑ пунктра ҫеҫ пусмалла. Ҫакна шута илсе ялсенчи ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫынсен выльӑх-чӗрлӗх пусса тирпейлемелли ятарлӑ пунктсем уҫассипе ӗҫлемелле.
Ялта выльӑх-чӗрлӗх пусса тирпейлемелли ятарлӑ пункт уҫас тесен ветеринарипе санитари правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалла. Малалла кунти йӗркепе паллаштаратӑп:
- выльӑх пусса тирпейлемелли пункта ял тулашӗнче вырнаҫтармалла. Ҫав вырӑн ҫынсем пурӑнмалли ҫурт-йӗртен, выльӑх сарайӗсенчен, кӗтӳсем ҫӳретмелли ҫӗрсенчен, юхан шывсенчен, халӑх пӗрле усӑ куракан обществӑлла вырӑнсенчен, ача сачӗсемпе сывату учрежденийӗсенчен 300 метртан кая мар инҫӗшре пулмалла;
- выльӑхсене пусса тирпейлемелли пунктсем талӑкри производство виҫине кура 3 ушкӑна пайланаҫҫӗ: сменӑра 25 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пусса тирпейлекен цехсем, 10 пуҫран 5 - 7 пуҫ таран. Сыснасем тата пӑрусем пусса тирпейленӗ чух ҫак виҫе 2 - 3 хут ӳсет;
- пункт территорине ытти выльӑх-чӗрлӗх пырса кӗресрен ҫӳллӗ картапа ҫавӑрмалла;
- территорие кӗнӗ-тухнӑ вырӑнта обязательнӑй йӗркепе дезинфекци барьерӗсем пулмалла;
- ӗҫмелли шывпа ҫителӗклӗ тивӗҫтермелле;
- выльӑхсене пусиччен ветеринари тӗрӗслевӗ ирттерме пункт территорийӗнче вӗсене урамрах кӑкарса тытмалли вырӑн йӗркелемелле;
- выльӑхсем тӑнӑ ҫӗрти тислӗке пуҫтарма ятарлӑ контейнерсем вырнаҫтармалла;
- ӗҫ вӑхӑтӗнче производство пӳлӗмӗсенчен юхса тухакан шӗвеке пухӑнмалли тата ӑна тасатса дезинфекцилемелли вырӑнсем тумалла;
- выльӑхсене пусса тирпейлемелли пунктра йышӑнмалли вырӑн, ҫивитти айне вырнаҫтарнӑ уҫӑлса ҫӳремелли лаптӑк, пусмалли цех, продуктсем хумалли склад, аш-какай продукчӗсем сивӗтме холодильник, ытти хушма хуралтӑ пулмалла;
- пункт уҫаканӑн выльӑх пусмалли производство пӳлӗмӗсене пӗр корпусра вырнаҫтармалла. Тушкӑсене вертикаллӗ майпа ҫеҫ тирпейлемелле;
- урайсем тунӑ чух вӗсене хӑвӑрт ҫӑвӑнакан материалтан тумалла тата унӑн канализаци системи енне тайлӑк пулмалла;
- пунктри производство пӳлӗмӗсенче ҫутӑ ҫителӗклӗ пулмалла, стенасемпе маччара тата урайӗнче ваннӑ вырӑн пулмалла мар;
- усӑ куракан оборудованипе инвентарӗн ӗҫ вӑхӑтӗнче тутӑхпа витӗнсе продуктсем ҫине сиен кӳмелле мар материалтан пулмалла;
- выльӑхсене пусса тирпейлемелли цехра тушкӑсемпе ветеринарипе санитари тӗпчевӗ ирттерме тата экспертиза тума обязательнӑй йӗркепе палӑртнӑ вырӑн йӗркелемелле;
- производство пӳлӗмӗнчи холодильникра лаборатори тӗрӗслевӗ ирттерме какай валли санитари камери тытмалла.
Ҫак йӗркесене ҫирӗп пӑхӑнсан ҫеҫ ялта пурӑнакан выльӑхсене пусса тирпейлемелли пункт уҫма пултарать.
Хамӑн калаҫӑва вӗҫленӗ май тата ҫакна палӑртса хӑваратӑп. Ялта пурӑнакансем килти хушма хуҫалӑхра ӳстернӗ выльӑхсене сутас тӗллевпе пусса тирпейлеме тӑрсан, ӗҫе пуҫӑниччен районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци специалисчӗсемпе канашласа илни ытлашши пулмӗ. Продукци реализацилеме тӑрсан, ума сиксе тухакан ыйтусене маларахах татса пани пур еншӗн те усӑллӑ ҫеҫ пулӗ.
Т. КИСЕЛЕВА, районти выльӑх чирӗсемпе
кӗрешекен станцири ертсе пыракан выльӑх тухтӑрӗ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"