29 августа 2018 г.
Ҫитес эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви 2014 ҫулта ҫирӗплетнӗ Ветеринари ӗҫченӗн кунне паллӑ тӑватпӑр. Выльӑх тухтӑрӗ чӗрчунсен сывлӑхӗпе пӗрлех ҫынсен сывлӑхӗшӗн кӗрешес ӗҫре те малти вырӑнта тӑрать. Ҫавӑнпа та выльӑх тухтӑрӗн ӗҫӗ малашне пӗр чӑмӑра ытларах пӗрлешессе шанас килет. Ветеринари служби умӗнче районти эпизооти лару-тӑрӑвне тивӗҫлӗ шайра сыхласа хӑварас, выльӑх продукчӗсене суту-илӗве ветеринарипе санитари тӗлӗшӗнчен лайӑхрах пахалӑхпа кӑларас, выльӑх-чӗрлӗхпе халӑхшӑн пӗр евӗр чир-чӗре сарӑлма паракан ҫулсене пӳлес тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Вӗсене пӗрле ҫеҫ туллин пурнӑҫлама май пуррине курса тӑракансемшӗн Ветеринари ӗҫченӗн кунӗ - пӗлтерӗшлӗ уяв.
Иртнӗ эрнекун, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, районти Культура ҫуртӗнче выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станци тытӑмӗнче ӗҫлекенсем Ветеринари ӗҫченӗн кунне паллӑ турӗҫ. Выльӑх тухтӑрӗсене тата вӗсемпе юнашар ӗҫлекенсене уявпа саламлама пынисем хушшинче республикӑри гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, районти «Росгосстрах» филиал ертуҫи Валерий Вязов пулчӗҫ. Вӗсем пурте хӑйсен сӑмахӗнче этемлӗх хӑйӗн пурнӑҫӗнче выльӑх-чӗрлӗхпе авалтанах тачӑ хутшӑнура пулнине палӑртрӗҫ. Чӗрчунсем хушшинчи чир-чӗре сарӑлма паманни вара этемлӗхе те сывӑ пурнӑҫ парать. Ахальтен каламан ӗнтӗ - выльӑх тухтӑрӗ этемлӗхе сыватать. Хӑйӗн сӑмахӗнче Вениамин Иванович ҫакна уйрӑм тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе выльӑх тухтӑрӗсене тав турӗ, суйласа илнӗ ӗҫре вӗсем нихӑҫан та алӑ усмасса шаннине пӗлтерчӗ.
Ростислав Николаевич вара хӑйӗн сӑмахӗнче районти выльӑх тухтӑрӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланипе пӗрлех ӗҫри хастарсен пысӑк ушкӑнне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе чысларӗ.
- Пирӗн район ял хуҫалӑх районӗ пулнӑран, сирӗн ӗҫпе Муркаш ен аталанӑвӗ пӗр урапа ҫинче. Ҫакна ӑнланса, эсир малашне те хӑвӑр ӗҫӗре чыслӑн пурнӑҫласса шанатӑп, - терӗ вӑл.
Валерий Иванович выльӑх тухтӑрӗпе страхлакан агент халӑхшӑн пӗрле ӗҫленине, вӑл малашне те ҫаплах юласса шаннине палӑртрӗ.
Уявра районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцин историйӗпе, кӑҫал пурнӑҫланӑ ӗҫ-хӗлпе, умри тӗллевсемпе выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци ертуҫи Н. Яковлев уҫӑмлӑ доклад туса пачӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Николай Семенович ӗҫтешӗсене пурнӑҫ ҫӗнӗ тӗллевсем лартнине пӗлтерчӗ, ӗҫри хастарсене чысларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл паянхи ӗҫ- хӗл никӗсӗнче ветерансен усӗмӗ тӑнине кашнине ятран асӑнса палӑртрӗ. Уйрӑм хастарсене Тав хучӗпе тата Хисеп грамотипе наградӑларӗ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне районти тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ хуҫалӑхсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх пӗтӗмпе 15581 пуҫ, сыснасем - 3978 пуҫ, сурӑхсемпе качакасем - 13432 пуҫ, чӑх- чӗп 643 пин пуҫ ытла шутланнӑ. Выльӑх тухтӑрӗсем вӗсем тӗлӗшпе 40 ытла профилактика ӗҫӗ, 46 диагностика тӗпчевӗ т ыт. те ирттернӗ. Ҫак ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлани районти эпизооти лару-тӑрӑвне тивӗҫлӗ шайра сыхласа хӑварма май парать.
Асӑннӑ коллектив хӑйӗн ӗҫ-хӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗн 1964 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗнчен пуҫланӑ. Пӗрремӗш пуҫлӑхсем Р Огурцов, А. Алексеев пулнӑ. Вӗсем никӗсленӗ учреждение 19б5 ҫултан пуҫласа 34 ҫул Михаил Миронов ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ: коллектива ҫултан-ҫул аталану ҫулӗпе уттарнӑ, район пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑна кӑларнӑ. Туслӑ та ӗҫчен, малтуртӑмлӑ коллектив пуҫӗнче 1999 ҫултанпа Н. Яковлев тӑрать.
Ял ҫыннин харпӑрлӑхӗнчи тата пӗрлешуллӗ хуҫалӑхсенчи обществӑлла выльӑх-чӗрлӗхе таса-сывӑ пӑхса тӑрассипе районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци яваплӑ пулса тӑрать. Выльӑх тухтӑрӗсем хӑйсен ӗҫне ответлӑха туйса вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлани ял хуҫалӑх продукцийӗн пахалӑхне те, пӗрлешуллӗ хуҫалӑхсен экономикипе ҫынсен пурнӑҫне те, халӑх сывлӑхне те турремӗнех витӗм курет.
Пӗр ӗҫ те, усӗм те ҫын ӗҫлемесӗр пулмасть. Истори аталанӑвӗнче пӗрлехи ӗҫ ӑнӑҫӑвне Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӑн тава тивӗҫлӗ выльӑх тухтӑрӗсем - М. Миронов, Р. Петрова, М. Мясников, A. Михайлова, Р. Леонтьева, М. Павлова, Н. Воробьева, Г. Кириллова, И. Яковлева, Н. Петрова, Л. Королькова, Е. Петрова, B. Андреев пысӑк тупе хывни - паянхи коллективра кашнин асёнче.
Ҫавӑнпа та уявра хастар ӗҫченсене Тав ҫырӑвӗсемпе, Хисеп грамотисемпе, медальсемпе чыслани районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци коллективӗнче ырӑ пуҫарусем манӑҫманнине ҫирӗплетет. Малашне те ҫаплах пултӑрччӗ вӑл.
А. БЕЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"