Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Самана таппинчен юлмаҫҫӗ

07 февраля 2018 г.

Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, шӑматкун, Муркаш районне йӗркеленӗренпе 74 ҫул ҫитет. Унӑн ӳсӗмлӗ аталанӑвне ытти ӗҫ коллективӗпе пӗрла выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци те тивӗҫлӗ тӳпе хывнӑ.

Вал хӑйӗн ӗҫ-хӗлне ЧАССР Министрсен Канашӗн 1964 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗнчен пуҫланӑ. Пӗрремӗш ертӳҫӗсем Рудольф Огурцов, Анатолий Алек­сеев никӗсленӗ учреждение 1965 ҫултан пуҫласа Михаил Миронов ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ. 34 ҫул иртсен Николай Яковлев унӑн пуканне йышӑннӑ та паянхи кун та хӑйӗн тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫлать.

Ветспециалистсем районти выльӑх сывлӑхӗшӗн яваплӑ пулнине самантлӑха та манмаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх продукцийӗн тата халӑх апатланӑвӗн пахалӑхӗ вӗсем епле вӑй хунинчен нумай килет. Ҫапла пӗтӗмлетрӗ коллективӑн ӗҫ тӗплевне Николай Семенович калаҫӑва ветстанци епле йӗркеленниичен пуҫланӑ май.

- Хамар утса тухнӑ кун-ҫула эпир яланах асра тытатпӑр, - терӗ. - Вӑл - пирĕн пуянлӑх. Иртнине тишкерсен куҫ умне ҫакнашкал ӳкерчӗк тухать: 1965 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне районта кайӑк-кӗшӗкпе хур-кӑвакалсӑр пуҫне 24247 ӗне выльӑх, 20700 сысна, 3987 лаша, 26080 сурӑхпа качака шутланнӑ. Пысӑк кӗтӗве ветстанципе пӗрле Мӑн Сӗнтӗрти ветлечебница, 3 ветучасток, 12 ветпункт пӑхса тӑнӑ. Вӑл ҫулсенче выльӑх ящур, лептоспироз, юхан-суран, юнлӑ вар витти, уртаракан тата ытти чирле йышлӑ аптранӑ. Хуҫалӑхсем выльӑх апатне вӑхӑтра тата ҫителӗклӗ хатӗрлейменни, сиплеме медикаментсемпе инструментсем ҫитменни лару- тӑрӑва йывӑрлатнӑ. Кадр ыйтӑвӗ те ҫивӗч тӑнӑ, анчах ветспециалистсем ҫине тӑнипе тата хуҫалӑх ертӳҫисем пулӑшнипе выльӑхсене чиртен сыватас ӗҫе тивӗҫлӗ шайра йӗркелеме пултарнӑ.

Ӳсӗм тӑрӑшмасӑр килмест. Н.Яковлев калаҫура ҫакна тӗп вырӑнта тытрӗ. Коллектива 34 ҫул ертсе пынӑ М.Миронов ҫине тӑнипе 1978 ҫулта ветстанципе лаборатори пӗр ҫуртра ӗҫлеме пуҫланӑ. Николай Семенович Михаил Алексеевичран пысӑк яваплӑха туйса вӑй хума, хӑйӗнчен те, ыттисенчен те ҫирӗп ыйтма вӗреннӗ.

- Ҫӗршывра рынок хутшӑнӑвӗсем вӑй илме пуҫласан районсенче чылай ветучасток хупӑнчӗ, - терӗ пӑшӑрханса вал. - Эпир вӗсене Юнкӑра, Йӳҫкассинче, Москакассинче тата Катькасра уҫма вӑй ҫитертӗмӗр. Йывӑр вӑхӑтра райадминистраци пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерий Вязов, ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи ветеринари управленийӗн ертӳҫинче вӑй хунӑ Виталий Семенов, «Передо­вик» ЯХПКна ертсе пынӑ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ Валериан Краснов нумай пулӑшрӗҫ. Пӗрлехи тӑрӑшулӑхпа РФ Ял хуҫалӑх министерствин департаментне ҫӗнӗ учрежденисем йӗркелесси пирки ҫеҫ мар, вӗсене кадрсемпе, федераци бюджетӗнчен укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме ыйтса сахал мар вӑй хума тиврӗ. Тӑрӑшни сая каймарӗ. Район администрацийӗн хальхи пуҫлӑхӗ Ростис­лав Тимофеев пирӗн ӗҫпе кӑсӑклансах тӑрать. Кирлӗ вӑхӑтра ырӑ сӗнӳ-канаш пани, хавхалантарса тӑни малашлӑха шанчӑклӑ пӑхтарать.

Коллективра паян пӗтӗмпе 55 ҫын, 25-шӗ - ветеринар. Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тата тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн кашни тӗрлӗ шайри наградӑна тивӗҫет. Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗп кунта. Кораккасси хӗрне Рена Васильевӑна, Хусанти ве­теринари институчӗ хыҫҫӑн 1987 ҫулта тӑван ене таврӑннӑскере, М.Мироновпа унӑн ҫумӗ Н.Яковлев Шетмӗпуҫри ветучастока ертсе пыма шаннӑ. Вӑл вӑхӑтра кунта ӗҫленӗ Римма Петровӑпа Нина Яковлева ветфельдшерсем ӑна ял ҫыннисемпе туслӑ ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Ырӑ тунине Рена Нектариевна паян та аса илет. Халӗ хӑй те ҫамрӑк специалистсемшӑн - ӑста наставник.

- Выльӑхсене ачаран юратнӑран пурнӑҫа ҫак ӗҫпе ҫыхӑнтартӑмӑр. Аслисен сӗнӗвӗ пирӗншӗн яланах усӑллӑ, - савӑнаҫҫӗ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Юнкӑри тата Шурчари ветучастоксене ертсе пыма тьтӑннӑ Ксения Афанасьевӑпа Ви­талий Дмитриев. Кӑшт аслӑрах Ирина Николаевӑпа На­дежда Михайлова вӗсемшӗн чӑн-чӑн туссем пулса тӑнӑ.

Паллӑ ветӑсчах Сергей Евсеенко: «Тухтӑр ҫынна сыватать, ветврач - этемлӗхе», - тенĕ. Ҫакна Муркаш енри выльӑха сиплекен ӑстасем ӗҫпе ҫирӗплетеҫҫӗ. Хыпарсемпе куллен паллашас, самана таппинчен юлас мар тесе ҫуллен хаваспах ҫырӑнакан хаҫат-журнала юратса вулаҫҫӗ.

 

Анатолий БЕЛОВ.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика