Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайӑк грипӗ тимлӗ пулма хистет

26 мая 2018 г.

Ветеринарипе фитосанитари надзорӗн Федераци служби иртнӗ кунсенче Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи «Надеждинская птица» чикӗллӗ яваплӑхлӑ обществӑра кайӑк грипне тупса палӑртни пирки пӗлтерчӗ. Инҫетри хӑрушлӑх пирки пирӗн маларахах пӗлмелле. Ҫакӑ вырӑнсенче тивӗҫлӗ йышӑнусем тума пулӑшать. Ҫавӑнпа паян хамӑр тӗпеле районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци пуҫлӑхӗн ҫумне Людмила БОЯРИНОВӐНА чӗнтӗмӗр. Паянхи калаҫу - кайӑк грипӗ пирки. Ку чир ҫинчен ҫынсене пӗлтерсе тӑни унран асӑрханма тата пысӑк хӑрушлӑха вӑхӑтра сирме пулӑшасса шанатпӑр.

- Людмила Алексеевна, выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк чирӗсем хушшинче кайӑк грипӗ мӗнле вырӑн йышӑнать? Унӑн хӑрушлӑхӗ чӑнах та пысӑк-и?

- Калаҫӑва чӗннӗшӗн тавах. Чирӗн хӑрушлӑхӗ пысӑк пулмасан, эпир ун пирки калаҫу та пуҫламӑттӑмӑр. Тупса палӑртнӑ тӗслӗхре чире саракансем вӗҫен кайӑксем пулнӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Кунпа пӗрлех асӑннӑ чӑх-чӗп фабрикинче кайӑк-кӗшӗке усрассипе ветеринари правилисене ҫителӗклӗ пӑхӑнманни те ҫиеле тухнӑ.

Кайӑк грипӗн тӗп хӑрушлӑхне кӑнтӑра вӗҫсе кайнӑ кайӑксем каялла таврӑнассипе ҫыхӑннӑран, ҫак тапхӑр паян пирӗн умра та тӑрать. Хатӗр-и-ха эпир ҫав хӑрушлӑхпа кӗрешме, ӑна ҫул парассинчен асӑрханма? Ҫак ыйту паян пирӗнтен кашнинех шухӑшлаттармалла. Асӑннӑ чир кайӑк-кӗшӗкрен ҫын ҫине куҫассинчен сыхласси тата хӳтӗлесси - паян пирӗн общество умӗнче тӑракан тӗп ыйтусенчен пӗри.

Кайӑк грипӗ вара пурне те самай шухӑшлаттармалла пек туйӑнать. Раҫҫейӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ку чире иртнӗ ҫулсенче тӑтӑшах тупса палӑртни, чире пула пин-пин чӑх вилни ҫакна ҫирӗплетет те. Асӑннӑ чире хамӑр тӑрӑха илсе кӗртесрен асӑрханмалли ӗҫсене республикӑра маларахах пӑхса хуни тата вырӑнсенче вӗсене кашниех пӗлни яваплӑ органсем кайӑк грипӗнчен асӑрхану ӗҫӗсем ирттерме тата унпа кӗрешме яланах хатӗррине пӗлтерет. Ӑна шута хурса пурин те асӑрхану ӗҫӗсене ҫӳллӗ шайра тытма тивет.

Тискер кайӑксемпе килти кайӑк-кӗшӗке пырса тивекен вируслӑ чире кайӑк грипӗ теҫҫӗ. Чир пуҫламӑшӗ - сывӑ кайӑк-кӗшӗк сывлӑш е апат-ҫимӗҫ, е айсарӑм урлӑ чирлесе ирттернӗ кайӑксемпе, чӑх-чӗппе пӗрле пулни. Чир хуҫалӑхра, районта, регионта хӑвӑрт сарӑлса чӑх-чӗпе йышлӑ (100 про­цент таранах) пӗтерме, пӗрлехи экономич­на пысӑк сӑтӑр кӳме пултарать.

- Чӑх-чӗп ҫак чирпе чирленине выльӑх тухтӑрне пӗлтермесӗр епле пӗлме, асӑр- хама пулать?

- Ку асӑрхаттарусене кайӑк-кӗшӗк тытакан тата ун патӗнче ӗҫлекен кашни ҫыннӑн пӗлмелле. Асӑннӑ чирӗн клиника паллисем: чӑх-чӗп тӗкӗ тӑрса кайни, ҫӑмарта тӑваслӑх чакни, кайӑк-кӗшӗк пуҫа каялла хурса утни, вӗсем апат ҫиме тата шыв ӗҫме пӑрахни, шывра ункӑ туса ишни, хӗсӗккӗн те васкавлӑн сывлани, ӳт-пӳ температури 44 градуса ҫити ӳсни, час-часах симӗс тӗслӗ е юнпа хутӑш каяш пулни, вырӑнти хӑрушлӑхсене асӑрхаманни, суккӑрланни, сӑмса юхтарни, чӑхсен киккирикӗсемпе хӑлха ҫаккисем шыҫса хурални, вӗсем час-час тата йышлӑн вилни. Ҫак паллӑсене асӑрхасан, килти тата тискер кайӑксем йышлӑ вилнине курсан, ҫынсен ҫийӗнчех вырӑнти ветеринари уч- режденине е выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станцине пӗлтермелле.

Чир саракансем, тӗпрен илсен, шывра ишекен тисер кайӑксем пулса тӑраҫҫӗ. Шӑпах вӗсем инҫе вӗҫсе чире кӗске вӑхӑтрах анлӑ сарӑлма пулӑшаҫҫӗ те.

- Хӑрушлӑх пысӑккине куратпӑр. Унран сыхланма чӑх-чӗп тытаканӑн малтанах мӗн асра тытмалла? Районӑмӑрта чӑх-чӗп йышӗ пысӑк-и тата?

Пирӗн районта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 609400 пуҫ чӑх-чӗп шутланнӑ. Вӗсенчен 558,9 пин пуҫӗ - «Моргаушская» чӑх-чӗп фабрикинче, 200 пуҫӗ - хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче тата 50,4 пин пуҫӗ - граждансен килти хушма хуҫалӑхӗсенче. Чӑх-чӗп фабрикинче паян чӑхсене «хупӑ» мелпе тытса усраҫҫӗ. Унти эпизооти лару-тӑрӑвне тӗрӗслесех тӑратпӑр. Кӑҫал патшалӑх ветеринари служби чӑхсен юнӗ тӗлӗшпе фабрикӑра 57, тискер кайӑк-кӗшӗк тӗлӗшпе 14 тӗпчев ӗҫӗ ирттернӗ пулсан, хальлӗхе пӑ- шӑрханмалли ҫук. Анчах сыхлава ҫав-ҫавах пур ҫӗрте те ҫӳллӗ шайра тытмалла.

Килти хушма хуҫалӑхри е обществӑлла секторти чӑх-чӗпе кайӑк грипӗпе чирлессинчен сыхлас тӗллевпе вӗсен хуҫисен ҫакна асра тытмалла:

- кайӑк-кӗшӗке чӑх-чӗп фабрикисенче те, килти хушма хуҫалӑхра та уҫӑ е хупӑ ҫӗрте тытнӑ чухне вӗсен хуҫисен ветеринарипе санитари правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалла*

- вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен кайӑк грипӗпе халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне массӑллӑн ирттересси тӑтӑшах кун йӗркинче пулмалла*

- кӳршӗ регионсенче кайӑк грипне тупса палӑртнӑ вӑхӑтра килти хушма хуҫалӑх тытакансен те харпӑрлӑхри чӑх-чӗпе ытларах витере тытма тӑрӑшмалла*

- кайӑк-кӗшӗке, унӑн продукцине е ӑна валли хатӗрленӗ апата туяннӑ чух ветеринари докуменчӗсемпе тӗплӗнрех паллашмалла, вӗсем таса хуҫалӑхсенчен ҫеҫ пулмалла. Туяннӑ чӑх-чӗпе 30 талӑк карантинра тытни те хӑрушлӑх ҫулне пӳлни пулать.

Чӑх-чӗпе е унран илнӗ-хатӗрленӗ продукцие вырӑнтан вырӑна куҫарнӑ чух илсе тухакан тата йышӑнакан регионсен малтанхи килӗшӗвӗ пулни вырӑнлӑ.

Ҫак йӗркесене пӑхӑнсан, пӗтӗмӗшле лару-тӑру ҫине ҫиччӗ виҫсе пӑхсан ҫеҫ кайӑк-кӗшӗк ӗрчетессипе ӗҫлеме чару та, хӑрушлӑх та пулмӗ. Вулакансене пӗлме, районта «хӗрӳ лини» телефонӗ ӗҫлет: 62-8-46.
 
 
А. БЕЛОВ калаҫнӑ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика