Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанах саккуна пӑхӑнмалла

19 мая 2018 г.

Ветеринари службин вӑхӑтлӑ татӑнӑҫ ӗҫӗ - ҫӗршыври апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ. Выльӑх-чӗрлӗх хушшинче вӑл е ку чир аталанни отрасльшӗн ҫеҫ мар, ҫынсен сывлӑхӗшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Мӗншӗн тесен инфекци чирӗсен 80 проценчӗ ытла ҫынсемпе выльӑх-чӗрлӗхшӗн пӗр евӗр шутланаҫҫӗ.
Ветеринари службин ӗҫӗ-хӗлӗн никӗсӗнче тӗп вырӑнта выльӑх-чӗрлӗх чирӗсен профилактикипе ӗҫлесси тӑрать. Халӑха ҫынсемпе выльӑх-чӗрлӗхшӗн пӗр евӗр чирсенчен хӳтӗлессипе эпир профилактикӑпа тӗпчев ӗҫӗсем тӑтӑшах ирттеретпӗр. Ҫав вӑхӑтрах килти хушма хуҫалӑхсенче выльӑх тытакансем вӗсене тӗрлӗ чир-чӗртен тӗрӗслевпе сывату ӗҫӗсене илсе тухманни е ҫак ӗҫрен пӑрӑнни пирӗн ӗҫе хушма йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать.
 
Палӑртатӑп, килти хушма хуҫалӑхри ӗнесем, ытти выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшпе тӗрлӗ чир-чӗртен ҫулталӑкӗпех профилактика ӗҫӗсем ирттеретпӗр. Ҫакна ӗнесене кӗтӗве яракансем асӑрханӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫсем кӑҫал та ҫывӑх малашлӑхра. Ҫавӑнпа та выльӑх-чӗрлӗх тытакансен ҫак ӗҫре те саккун малта тӑнине асра тытмалла.
 
Выльӑхсен тӗрлӗ чирӗнчен диагностика профилактика ӗҫӗсем ирттернӗ чух хӑйсен харпӑрлӑхӗнчи выльӑхсене тӗрӗслеве тӑратман граждансем «Ветеринари ҫинчен» Федераци Саккунӗн 18-мӗш статйине пӑсни пулать. Асӑннӑ статьяпа килӗшӳллӗн килти хуҫалӑхра, пӗрлешӳллӗ кооперативра е ытти харпӑрлӑх формиллӗ тытӑмра выльӑх тытакансем вӗсен сывлӑхӗшӗн тата пӑхса тӑрассишӗн яваплӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ветеринарипе санитари тӗлӗшӗнчен выльӑх-чӗрлӗх продукцине таса та хӑрушлӑхсӑр туса илессишӗн ӑна туса кӑларакан ответ тытать. Ҫапла вара выльӑх-чӗрлӗх тытакансен тата унӑн продукцине туса кӑларакансен ҫакна ҫирӗп асра тытмалла:
 
1. Выльӑхсем чирлесрен тата вӗсенчен илекен продукци ветеринарипе санитари тӗлӗшӗнчен хӑрушлӑх кӑларса тӑратасран хуҫалӑх тата ветеринари ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫламалла. Ҫакна валли выльӑх-чӗрлӗх тытакан пӳлӗмсене таса та тирпейлӗ пӑхса тӑмалла. Выльӑх апачӗ упранакан тата хатӗрлекен, продукцие тирпейлекен пӳлӗмсене таса тытмалла. Выльӑх-чӗрлӗх каяшӗпе тӑван тавралӑха вараламалла мар.
 
2. Пӗрлешӳллӗ кооператива е кил­ти хушма хуҫалӑха сывлӑхне ветери­нари докуменчӗсемпе ҫирӗплетмен выльӑх-чӗрлӗхе кӗртесрен питех те асӑрханмалла. Район тулашӗнче выльӑх-чӗрлӗх туянма тӑрсан, ун пирки малтанах районти патшалӑх ветеринари службине пӗлтермелле.
 
3. Выльӑх-чӗрлӗх объекчӗсене вырнаҫтарнӑ, ҫӗнӗрен тунӑ, ӗҫе кӗртнӗ чух тата выльӑх-чӗрлӗх продукцине тирпейленӗ, упранӑ, реализациленӗ вӑхӑтра зоогигиенӑпа ветеринари-санитари ыйтӑмӗсене ҫирӗп пӑхӑнмалла.
 
4. Ветеринари специалисчӗсене вӗсем ыйтнӑ чух выльӑхсене пӗр турткаланмасӑр кӑтартмалла. Выльӑхсем ӑнсӑртран вилнӗ е йышлӑ чирлесен, хӑйсене иккӗленӳллӗ тытнӑ тӗслӗх пулсан, ҫийӗнчех выльӑх тухтӑрӗсене пӗлтермелле.
 
5. Выльӑх тухтӑрӗсем пырса ҫитиччен хӑвӑр харпӑрлӑхри иккӗленӳллӗ туйӑнакан выльӑх-чӗрлӗхе ыттисенчен уйӑрма тӑрӑшмалла.

6. Выльӑхсене турттарнӑ, пуснӑ чух ветеринарипе санитари правилисене пӗр пӑркаланмасӑр пӑхӑнса ӗҫлемелле. Ҫак йӗрке продукцие тирпейленӗ, упранӑ тата реализациленӗ вӑхӑтра та малти вырӑнта пулмалла.
 
7. Ветеринари специалисчӗсем выльӑх-чӗрлӗхпе профилактика ӗҫӗсем ирттерме тата чирсемпе кӗрешме ыйтнине туллин пурнӑҫламалла.
 
Хӑйсен харпӑрлӑхӗнчи выльӑх-чӗрлӗхе чир-чӗртен кӗрешме кӑларман граждансене КоАПӑн 10.6 статьян 1-мӗш пайӗнче пӑхнӑ пек административлӑ майпа 500 тенкӗрен пуҫласа 1000 тенкӗ таран явап тыттарма ирӗк пур. Килти хушма хуҫалӑхра е пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ферминче выльӑх тытакан хӑйӗн яваплӑхне туйнӑран йӗркене пӑсмасса шанатпӑр. Ҫавӑн чухне ҫеҫ эпир хамӑра ҫынсемпе выльӑх-чӗрлӗхшӗн пӗр евӗр чирсенчен хӳтӗлессипе тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарӑпӑр.
 
 
Л. БОЯРИНОВА, районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика