Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ӗнесем улах-ҫарана тухаҫҫӗ

12 мая 2018 г.

Ҫу уйӑхӗ вӑй илсе пырать. Ял ҫынни, пӗрлешӳллӗ кооперативри пекех, килти хушма хуҫалӑхри ӗнесене те кӗтӗве кӑларма пуҫларӗ. Ҫак ӗҫӗн яваплӑхне туяканӑн чи малтанах мӗн пӗлмелле. Ҫак ыйту ҫине хурав шыраса иртнӗ кунсенче выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станцин выльӑх тухтӑрӗпе Ирина НИКОЛАЕВӐПА тӗл пултӑм. Хаҫат вулакансене халӗ унпа ирттернӗ калаҫупа паллашма сӗнетӗп.

- Ирина Ивановна, ӗнесене ҫарана кӑпарассине яп ҫынни ответпӑ самант тесе йышӑнать. Ӗнине упӑха кӑпараканӑн чи маптанах мӗн асра тытмаппа? Выпьӑх тухтӑрӗ пупнӑ май эсир мӗн сӗнетӗр?

- Ҫак вӑхӑта ответлӑ тапхӑр тесе хакланипе эпӗ килӗшетӗп. Ӗнесене улӑха кӑларасси - пӗрлешӳллӗ кооперативсемпе пӗрлех килти хушма хуҫалӑх тытаканшӑн та питӗ кӗтнӗ тапхӑр. Вӗсем ҫак вӑхӑт экономикӑшӑн еплерех пӗлтерӗшлӗ пулнине, выльӑхсен сывлӑхӗшӗн мӗн тери усӑллине, хуҫалӑх тӗрекне вӑйлатма меллине ӑнланаҫҫӗ. Ҫу кунӗсем ҫывхарнӑ май выльӑхсене ешӗл курӑклӑ улӑх-ҫаран кӗтет. Ҫак тапхӑрта вӗсен продуктивлӑхне ӳстернипе пӗрлех выльӑхсен сывлӑхне ҫирӗплетесси отрасльшӗн тӗп тӗллев пулса тӑрать.

Авалтанпах ӗнесене улӑх-ҫарана кӑларасси ял ҫыннишӗн кӗтнӗ вӑхӑт пулнӑ. Ҫак тапхӑра хатӗрленнӗ май, ӗне хуҫин картара типӗ утӑ-улӑм ытлӑ-ҫитлӗ тытма тӑрӑшмалла. Ҫакӑ выльӑхсене симӗс курӑк ҫине кӑларса апатлантарӑва улӑштарнӑ вӑхӑтра уйрӑмах кирлӗ. Мӗншӗн тесен нумай хуҫалӑхри ӗнесем ҫӑва начарлансарах тухаҫҫӗ.

Ҫак вӑхӑтра вырӑнсенчи ветспециалистсем кашни ӗнепех диагностика тӗпчевӗ ирттереҫҫӗ. Ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн про­филактика прививкисем туса, тӗрлӗ хуртран эмел парса пӗтерес ӗҫсем тата ерекен чирсемпе кӗрешсе ветеринарипе санитари мероприятийӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ.

Кунсӑр пуҫне выльӑхсем ҫарана тухсан вите-сарайсене кантарма, тасатма, вӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттерме, ҫӗнӗлӗхсем кӗртме пулать.

- Выпьӑхсене симӗс апат ҫине тухма хатӗрпенипе пӗрпех улӑх-ҫаранти тирпейлӗх те пӗлтерӗшлӗ пулмалла вӗт?

- Улӑх-ҫарана кӗтӳ ҫӳретме хатӗрлесси пирки эсир тӗрӗс ыйту хускатрӑр. Ҫак ӗҫе хӑй еккипе яни те ял ҫыннишӗн нумай чух хакла ларма пултарать. Ӗнесем улӑха аниччен унта пухӑннӑ ӑпӑр-тапӑра пуҫтарса тирпейлесси пирки манмалли ҫук. Ҫакна тума эпир ял ҫыннисенчен тӑтӑшах ыйтатпӑр. Ку вӑл - хушма тӑкаксенчен пӑрӑнса иртмелли ҫул-йӗр. Улӑх-ҫарана тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр тулса ларасран тӑтӑшах пӑхса тӑмалла, вӑхӑтра тасатмалла. Ҫур аки ирттернӗ май унта минераллӑ удобрени миххисем пуласран питӗ асӑрханмалла. Выльӑхсем улӑха тухмалли ҫулсене, вӗсем ҫинчи кӗперсене вырӑнти вӑйсемпе кая юлмасӑр юсамалла, улӑхсенчи шурлӑхлӑ вырӑнсене паллӑ тумалла, ӗнесене шӑвармалли вырӑнсене тирпейлемелле.

Ӗнесене хӗллехи рационтан (протеинпа чухӑн та клетчаткӑпа пуян) ҫуллахи сӗтеклӗ апат ҫине куҫарнӑ тапхӑрта вӗсен вар-хырӑмӗ час-часах пӑсӑлать. Ҫавна пула сӑвӑм, сӗтри ҫу хисепӗ чакать. Ҫапла ан пултӑр тесен ӗнесене ир-каҫ типӗ утӑ-улӑм ҫителӗклӗ памалла, симӗс апата майӗпен хӑнӑхтарса пымалла, вӗсене микро- тата макроэлементсемпе, тӑварпа ытлӑ-ҫитлӗ тивӗҫтермелле.

- Ӗнесене улӑх-ҫарана кӑларсан вӗсене ҫӗнӗ условисене хӑнӑхтарас йӗркепе паллаштарӑр-ха?

- Ӗнесене симӗс курӑка хӑнӑхтарассине васкамасӑр пурнӑҫламалла. Малтанхи икӗ кун выльӑхсене улӑхра 2 - 3 сехет ҫӳретмелле. Тепӗр эрнерен ҫак вӑхӑта 10 - 12 сехете ҫитерсен те юрать. Ҫак тапхӑрта пӑру-тынашкасем, пӑруламалли ӗнесем, хӗл каҫа ытларах начарланнӑ тата чирлесе ирттернӗ выльӑхсем тӗлӗшпе кашни кил хуҫин уйрӑмах тимлӗ пулмалла.

- Выльӑхсене улӑха кӑларас тапхӑр ҫитнӗ май, кӗтӳҫ ыйтӑвӗ мала тухать. Кунта сирӗн сӗнӳ-асӑрхаттару епперех?

- Тӗрӗс. Ӗнесене улӑха кӑлармалли вӑхӑт ҫитнӗ май, хуҫалӑхсенче кӗтӳҫсем хатӗрлесси, ялсенче ӗнесене черетпе пӑхассине йӗркелесси малти вырӑна тухать. Ҫак тапхӑрта кӗтӳ пӑхакансем ӗнесене пӗрремӗш пулӑшу пама пӗлни вырӑнлӑ. Ӑна валли вӗсене ветеринари аптечкипе (унта тимпанол, сӗт кислоти, троакар пул­малла) тивӗҫтермелле. Вӗсен унти хатӗрсемпе усӑ курма пӗлмелле. Хӑй ӗҫне лайӑх пӗлекен кӗтӳҫ - зооветспециалистшӑн та, ял ҫыннишӗн те пысӑк тӗкӗ.

Хаҫат вулакансене тепӗр асӑрхаттару та пӑсмӗ. Килти хушма хуҫалӑхран улӑха тухакан ӗнесен чӗрнисене, шӗвӗр мӑйракисен вӗҫӗсене касассине кая хӑвармалла мар.

 

А. БЕЛОВ калаҫнӑ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика