Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кӑвакал чӗпписене мӗнле пӑхмалла?»

21 июля 2018 г.

Редакцие «Тӳрӗ ыйту - тӳрӗ хурав» телефонӗпе шӑнкӑравлакан - Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи Ҫатракасси ялӗнче пурӑнакан Сергей Конузин хӑйӗн хуйхи-суйхи пирки сӑмах пуҫарчӗ. Нумаях пулмасть пасарта кӑвакал чӗпписене туянни пирки калать. Анчах та вӗсене пуҫламӑш тапхӑрта ҫав тери пӗлсе пӑхни кирлӗ ӗнтӗ. Шел пулин те, виҫӗ чӗппи вилсе выртнӑ иккен. 500 тенкӗ укҫа шыва кайнӑ темелле. Ҫавӑнпа та вӑл тин кӑна кун ҫути курнӑ кӑвакал чӗпписене килти условисенче епле пӑхса усрамалли пирки специалист сӗнӗвӗсене хаҫатра пичетлесе кӑларма май ҫук-ши тесе ыйтать.

Вулакан ыйтӑвӗпе районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци пуҫлӑхӗн ҫумне Людмила Бояриновӑна паллаштартӑм. Акӑ мӗн каласа пачӗ кун пирки Людмила Алексе­евна:

Специалист каласа панӑ тӑрӑх, бройлер кӑвакал чӗпписене туяннӑ чухне уйрӑмах тимлӗ пулни кирлӗ. Чӗпсем мӗнле условисенче, мӗнле контейнерсенче пулнине пӑхас пулать. Енчен те тасалӑхпа йӗркелӗхӗн шӑрши те ҫук пулсан, чӗпписем вара «пӗри тепӗрин ҫинче» лараҫҫӗ пулсан, чӗпсене кун пек сутуҫӑран туянмасан тӗрӗсрех пулать.

Сутуҫӑ пирки ытларах пӗлме тӑрӑшни те кирлӗ. Туянакансем, ытти сутуҫӑ ун пирки мӗн калаҫҫӗ? Енчен те ҫын чӗпсене пӗрремӗш ҫул мар сутать пулсан, унӑн «таварӗн» пахалӑхӗ те япӑх пулма кирлӗ мар.

Сутуҫӑ сутуҫӑпа та, кӑвакал чӗпписене те лайӑх пӑхса суйлас пулать. Вӗсем «чӗрӗ», хаваслӑ, ҫуйхашуллӑ, чи кирли вара - таса пулччӑр. Ҫавӑнпа та таса мар курупкара сехечӗ-сехечӗпе тертленекен вараланчӑк чӗпсене туянма кирлӗ мар.

Чӗпӗн куҫӗсене пӑхас пулать. Вӗсем таса пулмалла, ялтӑраса тӑмалла. Куҫӗсем шывланаҫҫӗ, куҫ хӗррисенче шурӑ пӳрлешкесем пур пулсан, ҫакӑ вӗсен сывлӑхӗ тӗлӗшпе проблемӑсем пурри пирки калать.

Хӳри айне пӑхма та ан манӑр. Енчен те чӗпсем чӗкӗреҫҫӗ пулсан, вӗсене туянмалла мар.

Урисемпе ҫунаттисене тӗрӗслӗр. Шӑмӑ сикни е мӑкӑлтанни ҫук-и? Ан манӑр: сирӗн чи япӑххинчен лайӑхраххине суйласа илмелле мар, чӑннипех те сывӑ чӗпсем туянмалла.

Кӑвакал чӗпписене тытса усрамалли пӳлӗм пирки ҫавна каласа хӑвармалла. 21 - 30 кунхи чӗпсем валли 1 тӑваткал метр пуҫне 9 кӑвакал чӗппинчен ытла ан пултӑр. Айсарӑм вырӑнне пӑчкӑ кӗрпипе, торфпа е улӑмпа усӑ курма юрать. Айсарӑм хулӑн пултӑр. Чӗпсене тӗрлӗрен микроорганизмсенчен хӳтӗлеме айсарӑм ҫине извеҫ сапмалла. 1 таваткал метр пуҫне ҫур килограмм кирлӗ пулать.

Пӳлӗме таса сывлӑш пырса тӑмалла. Ытлашши типӗ сывлӑш чӗпсен куҫӗ ҫине япӑх витӗм кӳрет, ытлашши нӳрӗ чухне вара бактерисем тата кӑмпа чирӗсем лайӑх ӗрчеҫҫӗ.

Икӗ эрнене ҫитеймен кӑвакал чӗпписем хӑйсен кӗлетке температурине йӗркелесе тытса тӑма пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ку вӑхӑтра пӳлӗмри температура чӗпсен кӗлетке температурипе пӗр шайра пулмалла. 2 - 3 эрнерисем валли сывлӑш температури 26 градус таран, 3 эрне хыҫҫӑн вара 20 градус таран пултӑр.

Вакуумлӑ поилкӑсем малтанах туянсан аван. Кун пек чухне вӗсем шывпа сапӑнса йӗпенеймеҫҫӗ. Ку питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Мӗншӗн тесен йӗпеннӗ чӗпсем питӗ хӑвӑрт шӑнаҫҫӗ.

Бройлер кӑвакал чӗпписене ҫак йӗркепе тӑрантарас пулать. Кӑвакал чӗпписене малтанхи апата (стартовый корм) 1 - 10-мӗш кунӗсенче парас пулать.

Ҫӑмартаран тухнӑранпа 11-мӗш кунӗнчен ӳсӗм апачӗ (ростовой корм) ҫине куҫма вӑхӑт. Вӗтӗ туранӑ тата нӳрӗ хушма апата ерипен рационта сахаллатса пымалла. Ҫапла майпа чӗпсене 26 куна ҫитиччен тӑрантармалла. 26 - 27 куна ҫитнӗ чӗпсене яланхи апатпа тӑрантарса тытӑнма та юрать.

10 - 15 кунхи ҫамрӑк чӗпсене талӑкра 6 - 8 хут тӑрантарас пулать. 15 - 30 кунхисене вара талӑкра 4 - 6 хут ҫитермелле. Ҫитӗнсе ҫитнӗ кӑвакала талӑкра 3 хутран кая мар апат памалла.

Ҫӑмартаран тухнӑ чӗпсене малтанхи вӑхӑтра 10 кун хушши тата ҫитӗннӗ кӑвакалсене пусса тирпейлес умӗн виҫеллӗ мар, мӗн чухлӗ ҫисе яма пултараҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫитермелле. Ӳсӗм тапхӑрӗнче вара ытлашши ҫитерме кирлӗ мар. Мӗншӗн тесен кӑвакал чӗпписем ӳссе ҫитмесӗрех самӑрланма тытӑнма пултараҫҫӗ.

Ҫитӗнсе ҫитнӗ кӑвакалсене 42 - 45 кунхи- сене пусса тирпейлесен тӗрӗсрех. Мӗншӗн тесен хыҫҫӑн вӗсем тӗк тӑкма тытӑнаҫҫӗ. Ҫитменнине кӑвакал питӗ нумай ҫиме пуҫлать. Ҫавна май какай хӑйхаклӑхӗ те ӳссе пырать. Ҫавна та манма кирлӗ мар: аш та майӗпен «ватӑлса» пырать, хытать.

«Тӳрӗ ыйту - тӳрӗ хурав» телефонӗсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.

 

В. ШАПОШНИКОВ хатӗрленӗ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика