Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайӑк грипӗ сыхӑ пулма ыйтать

18 июля 2018 г.

Республикӑн кӑнтӑрти районсенче кайӑк грипӗ тупса палӑртнӑ май, республикӑра мӗнле ӗҫсем туса ирттереҫҫӗ? Ку чиртен асӑрханма ял ҫыннин мӗн пӗлмелле, килти хушма хуҫалӑхра чӑх-чӗп ӗрчетекенӗн кая юлмасӑр мӗн тумалла? Ҫак йывӑрлӑхран ҫӑмӑлрах майпа пӑрӑнса иртме мӗн асра тытмалла?

Ҫак ыйтусем ҫине районти выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила БОЯРИНОВА хуравлама кӑмӑл турӗ:

- Ҫивӗч ыйтӑва хускатнӑшӑн тата вӑхӑтлӑ калаҫу пуҫарнӑшӑн сире пысӑк тав. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патӑрьел тата Комсомольски районӗсене кайӑк грипӗпе карантинахупасси пирки хушу кӑларнӑ. Хыҫҫӑнхи кунсенче чир хӑрушлӑхӗ Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсене ҫитнӗ. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ку районсене те карантина хупнӑ. Йӗпреҫ тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче илнӗ анализсене экспертизӑна янӑ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, кайӑк грипӗ кӳршӗ регионтан чӑх-чӗп сутма килекенсемпе килсе кӗнӗ. Ҫавӑнпа та ял ҫыннисене ҫывӑх вӑхӑтра чӑх-чӗп туянассипе питех те асӑрхануллӑ пулмалли пирки пӗлтеретпӗр. Кӑнтӑрти регионсенче услам туса пӗтереймен предпринимательсем пирӗн тӑрӑхалла та ҫитме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чӑх-чӗп туянассинчен тытӑнса тӑни лайӑхрах та пулӗ.

Кайӑк грипӗ килти хушма хуҫалӑхри, обществӑлла секторти чӑх-чӗппе пӗрлех ҫыншӑн та палӑрмаллах хӑрушӑ чир шутланать. Вӑл пӗр ҫӗртен тепӗр вырӑна куҫмалли тӗп ҫул - инфекциллӗ кайӑкпа е унпа ҫыхӑннӑ, каяшӗпе вараланнӑ хатӗрсемпе усӑ курса тӳрремӗн ҫыхӑнӑва кӗни. Чирлес хӑрушлӑх кайӑк-кӗшӗке пусса тирпейленӗ, тӗк татнӑ, чирлӗ кайӑка пӗҫерме хатӗрленӗ вӑхӑтра гигиена правилисене пӑхӑнмасан уйрӑмах пысӑк. Ҫавӑн пекех чирлӗ чӑхсен какайне, ҫӑмартисене ҫителӗклӗ пӗҫермесен те чирлес хӑрушлӑх ҫӳллӗ шайра пулать. Кунта хаҫат вулакансене ҫакна каламалла: грипп вирусӗ 60 - 65 градус вӗрире вилнине шута илсе, чӑх ашне 100 градусра ҫур сехетрен кая мар пӗҫермелле, ҫӑмартана 10 - 15 минут вӗретмелле. Ҫак хӑрушӑ чир унпа чирленӗ кайӑксен каяшӗ ӳсен-тӑран ҫине лексе, сывлӑшра сарӑлса, шывра ирӗлсе ҫынна шыв ӗҫнӗ тата шыва кӗнӗ чух, сывлӑшпа тусан ҫулӗпе, таса мар алӑсем урлӑ лекме пултарать.

Кайӑк грипӗпе чирлессинчен асӑрханас тӗллевпе ҫынсен иккӗленӳллӗ курӑнакан кил­ти чӑх-чӗппе вӗҫен кайӑксене килте те, пасарсенче те тата вӗсем юханшывсенче йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче те тытма, вӗсемпе ҫывӑх хутшӑнӑва кӗме юрамасть. Манса ан кайӑр:

-  килти чӑх-чӗпе хваттерте, ҫынсем пурте усӑ куракан вырӑнсенче (кухньӑсенче, коридорсенче, путвалсемпе балконсенче) тытма юрамасть*

-  килти чӑх-чӗп усрамалли витесене санитарипе экологи тата ветеринари нормисене пӑхӑнса тумалла*

-  килти кайӑк-кӗшӗк валли янтӑланӑ апата шыв кӗмелле мар шӑнӑҫсенче упрамалла*

-  кайӑк грипӗн хӑрушлӑхӗ пысӑк чух (кайӑксем ҫуркунне кӑнтӑртан массӑллӑ вӗҫсе таврӑннӑ вӑхӑтра) килти кайӑк-кӗшӗке инфекци лекесрен сыхласа витере хупса усрамалла, кил-ҫурт таврашӗнче вӗҫен кайӑксене хӑратмалли кӗлеткесем е хӑратмалла сасӑ паракан хатӗрсем вырнаҫтармалла та ку тапхӑрта кил­те усрама кайӑксем илессинчен тӑхтамалла*

-  ют ҫынсене кайӑк-кӗшӗк тытакан витесене кӗртмелле мар*

-  ачасем чирлӗ кайӑк-кӗшӗкпе ҫыхӑнӑва кӗресрен асӑрхасах тӑмалла*

-  килти тата тискер вӗҫен кайӑксем пӗрле пулассинчен асӑрханмалла тата чармалла*

-   санкцилемен вырӑнсенче палламан сутуҫӑсенчен чӑх ашӗпе ҫӑмарта туянассинчен пӑрӑнмалла (асӑннӑ продукцие тата чӑх-чӗп сутакансен ҫумра тивӗҫлӗ ветеринари доку- менчӗсем пулмалла)*

-  туяннӑ ҫӑмартан хуппине малтан супӑнь шывӗпе тӗплӗ ҫуса илмелле*

-   пуснӑ тата тирпейленӗ чух чӑх-чӗп продуктне алла илнӗ пулсан, алла ҫийӗнчех хуҫалӑх супӑнӗпе ҫумалла.

Кӑҫал Чӑваш Республикин ветеринари лабораторийӗ килсенчи тата «Моргаушская» чӑх-чӗп фабрикинчи кайӑк-кӗшӗкӗн юнне тӗрӗслеве 222 тӗслӗх илчӗ. 14 тӗрӗслев шывра ишекен кайӑксем тӗлӗшпе пулчӗ. 

Районта ҫӳлерех асӑннӑ чиртен сыхланассипе пысӑк ӗҫ туса ирттеретпӗр. Ҫав шутра халӑх хушшинчи ӑнлантару ӗҫӗ те вӑй илсе пырать. Хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫласан ҫеҫ кайӑк-кӗшӗк грипӗ пирӗн енне хӑрушлӑх илсе ҫитермессе, район экономикине ура хумасса выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцире ӗҫлекен кашни специалист ӑнланать.

 

 

А. БЕЛОВ калаҫнӑ.


Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика