Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлӗх кашнинех кирлӗ

22 августа 2018 г.

  Ҫӗршывра выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк чирӗсемпе пӗрремӗш ҫул мар ҫивӗч лару-тӑру. Вӑл шутра сыснасен аф­рика чуми те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫак хӑрушлӑх вырӑнӑн-вырӑнӑн хӑй пирки аса илтерсех тӑрать. Паянхи куна ҫак чиртен Раҫҫейре карантина хупнӑ вырӑнсене 20 ытла регистрациленӗ. Вӗсем Калининград, Владимир, Чулхула, Мускав, Ленинград, Орел, Белгород, Иваново тата Тула, Саратовпа Новгород, Тверь облаҫӗсенче.

Сыснасен африка чуми - килте усракан чӗрчунсемпе пӗрлех хир сыснисене кирек хӑш ӳсӗмре те ерме пултаракан чир. Хальхи вӑхӑта тискер чӗрчунсем хушшинче асӑннӑ чирпе 30 ытла объекта карантинра тытаҫҫӗ. Вӗсем: Саратов облаҫӗнче - 9, Калининград тӑрӑхӗнче - 16, Ленинград облаҫӗнче - 3 тата Белгородпа Тверь тӑрӑхӗсенче пӗрер тӗслӗх.

Асӑннӑ чир кӳршӗллӗ Чулхула облаҫӗнче те пулни ҫак чирӗн сарӑлас хӑрушлӑхӗ пирӗн республикӑшӑн та пысӑк пулни пирки калать. Апла пулсан унран асӑрханасси тата сыхланасси ял хуҫалӑх производство кооперативӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче те, килти хушма хуҫалӑхсенче те малти вырӑнта пулмалла.

Сыснасен африка чумипе чирленӗ выльӑхсен ытларах пайӗ вилет. Асӑннӑ чир уйрӑмах хӑрушшисен шутне кӗрет. Вӑл ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те хӑй пирки систерме пултарать.

Чир пуҫаруҫисем - чирлӗ е чирлесе ирттернӗ сыснасем. Вирус илсе ҫӳресси ҫак чӗрчунсен 2 ҫул е ытларах та тӑсӑлать. Хир сыснисем ҫак вирусӑн тӗп резервуарӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Чирлӗ сыснан организмӗнчен чир вирусӗ юнпа, каяшпа, шӑкпа, сӑмсари йӑлмакапа, сӗлекепе тухать. Инфекци ҫавӑн пекех хир сыснисем ҫӳренӗ улӑх-ҫаранта та, вӑрманта та, сыснасене турттарнӑ транс­порта та ерме пултарать. Организма лексен ҫак вирус унта нумай ҫул упранайрать.

Чирӗн инкубаци тапхӑрӗ 2 кунран пуҫласа 22 талӑка тӑсӑлать. Чир хӑвӑрт та, ерипен те аталанать. Ытларах чух 7 талӑк чирленӗ сысна вилет. Чир ӳт температури 40,5-42 гра­дуса ҫити ӳснинчен пуҫланать. Кунпа пӗрлех выльӑхӑн кансӗрлӗхӗ ӳсет, вӑл ытларах вы- ртать, апат ҫимест е наянланса ҫиет. Хыҫҫӑн унӑн утти вӑйсӑрланать, сывлав кӗскелет, ӳслӗк тухать. Ӳт тӗллӗн-тӗллӗн кӑвакарать, вар-хырӑм ӗҫӗ пӑсӑлать, сӑмсаран юн кайма пуҫлать.

Сыснасен африка чуминчен сыхланасси тата профилактика ӗҫӗсем - пирӗн умри тӗп задачӑсем. Чир хуҫалӑхсене килсе ан кӗтӗр тесен сысна ӗрчетекен фермӑсенче ветеринарипе санитари правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалла. Кунта выльӑхсене реализациленӗ-туяннӑ чух тата выльӑх апачӗ туяннӑ вӑхӑтра зоогигиена нормисене ҫирӗп пӑхӑнни малти вырӑнта тӑрать. Лару-тӑру йӗркел- лине ҫирӗплетекен документсем пулмасан, классика чуминчен вакцинӑламан сыснасене туянма тӑхтамалла.

Ку чиртен хӳтӗленӳ ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ май выльӑхсен пӳлӗмӗсене, апат упранакан тата хатӗрлекен пӳлӗмсене тӑтӑшах дезинфекцилемелле. Сысна сарайӗсенчи кӑшлакан чӗрчунсемпе кӗрешессине кун йӗркинчен кӑлармалла мар. Выльӑхсене ыттисенчен хупӑ тытассине те асрах тытмалла. Чир палӑрсан кун пирки ҫийӗнчех ветеринари службине пӗлтермелле.

Ҫӳлерех каланисене пурнӑҫласан ҫеҫ эпир хамӑр районӑн экономика тӗрекне упрама пултарӑпӑр.

 

Л. БОЯРИНОВА, выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станци пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика