Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеринари докуменчӗсене электрон мелпе паратпӑр

14 апреля 2018 г.

2017 ҫулта Раҫҫей Ял хуҫалах министерствин 589 номерлӗ приказӗ - "Об утверждении ветери­нарных правил организации по оформлению ве­теринарных сопроводительных документов в элек­тронной форме и порядка оформления ветери­нарных сопроводительных документов на бумаж­ных носителях" - ӗҫлеме пуҫларӗ. Унпа килӗшӳллӗн ветеринари докуменчӗсен хут ҫинчипе пӗрлех электрон варианчӗ те пулмалла. Ҫак ӗҫе пур ҫӗрте те йӗркелесе ятӑмӑр. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн саккунсем те улшӑнаҫҫӗ. Ветерина­ри служби те ҫӗнӗлӗхсенчен айккинче юлмасть.

2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа патшалӑх ветеринари надзорӗ пӑхса тӑракан пур тавар та "Меркурий" Федераллӑ патшалӑх информаци системинче (ФГИС) электрон сертификата илме тивӗҫ. Ҫакӑн йышши кашни ветеринари сертификачӗн идентификаци номерӗ пур. Малашне унсӑр выльӑх-чӗрлӗх продукчӗпе суту-илӗве тухни саккуна пӑсни ҫеҫ пулӗ.

ФГИС регионти лару-тӑрӑва курса суту-илӳпе ӗҫлекенсене выльӑх-чӗрлӗх продуктне вырӑнтан вырӑна куҫарма ирӗк (сертификат) илме пулӑшать.

Ветеринари служби тӗрӗслесе тӑракан таварсемпе ӗҫлекен организацисен, предприятисен, индивидуаллӑ предпринимательсен малаш­не "Меркурий" Федераллӑ патшалӑх информаци системинче (ФГИС) регистрациленмелле пулать. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗн ҫул-йӗрне тата унӑн пахалӑхне тӑтӑш тишкерсе, хакласа тӑма май парать. Выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк продукчӗсемпе усӑ куракансен ФГИСра регистрациленме Россельхознадзора е унӑн территори управленине заявка памалла: алӑпа ҫырса е электрон мелпе патшалӑх влаҫ органӗн ертӳҫи ала пусса ҫирӗплетнӗ хута admin@fsvps.ru электрон адреспа ямалла. Регистрациленӗ хыҫҫӑн вӗсене ФГИСа кӗме пароль тата логин ярса параҫҫӗ. Ӑна илнисем "Меркурий" системӑна кӗрейреҫҫӗ, хӑйсем патне килнӗ продукцие йышӑнса вӗсем ӑна хӑйсем патӗнче реализацилеме е килнӗ тавар пахалӑхпа-хисеппе килӗшмесен ҫав продукцие каялла тавӑрса пама пултараҫҫӗ. Тавар йышӑнакансен шутӗнче: шкулсем, ача сачӗсем, магазинсем, обществӑлла апатлану предприятийӗсем т. ыт. те. 

Кӑҫалтан пуҫласа выльӑх-чӗрлӗх продукчӗ тӗлӗшпе паракан ветеринари докуменчӗсене эпир саккунлӑ йӗркепе электрон мелпе паратпӑр. Ветеринари докуменчӗсем ыйтакан, тӗрӗслеве тивӗҫлӗ таварсен переченьне Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин 648 номерлӗ приказӗнче ҫирӗплетнӗ. Вӗсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: мӑйракаллӑ шултра выльӑх, ҫамрӑк выльӑх, лашасем, сыснасем, чӑх-чӗп т. ыт. те; аш-какай тата ашран хатӗрленӗ те сивӗтнӗ е шӑнтна продуктсем; пулӑпа пулӑ продукчӗсем; выльӑх вал­ли хатӗрленӗ апат; пыл тата унран хатӗрленӗ продуктсем; сӗтпе сӗт продукчӗсем тата выльӑх-чӗрлӗхӗн ытти тӗрлӗ продукцийӗ.

Ветеринари докуменчӗсемпе электрон мел­пе ӗҫлеме пур ен те хатӗр пулмасӑр майӗ ҫук. Выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем туса илекенсемпе вӗсене тӗрӗслесе тӑракан патшалӑх ветеринари служби пӗр тӗллевлӗ ӗҫлесен кӑна электрон ветеринари сертификацийӗпе практикӑра хушма йывӑрлӑхсем пулмӗҫ. 

 

Т. КИСЕЛЕВА, выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станцин ертсе пыракан выльӑх тухтӑрӗ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика