Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иӗркене пӑхӑнса ҫитермелле

07 апреля 2018 г.

"Хушма хуҫалӑхра выльӑх йышлӑ тытакан ҫынсенчен кӑшман жомӗ (гра­нула йышши) усӑлли пирки юлашки вӑхӑтра час-часах илтетӗп. Район хаҫатӗнче те жом сутасси пирки пӗлтерӳ тухнине асӑрхарӑм. Ҫапах та малтан ветеринари врачӗн сӗнӗвне пӗлес килет. Хуравӗ ял ҫыннине кирлӗ тесе шутлатӑп. Ҫавӑнпа та ӑна хаҫат урлӑ ҫырса парӑр-ха, тархасшӑн", - тесе шӑнкӑравларӗ Турай ял тӑрӑхӗнчи Алина ятлӑ хӗрарӑм.

Ку ыйтупа выльӑхсен чирӗсемпе кӗрешекен районти станцин ветерина­ри фельдшерне Виталий ИВАНОВА паллаштартӑмӑр. Унӑн хуравне илсе кӑтартатпӑр:

- Кӑшмана тасатса тирпейленӗ хыҫҫӑн юлнинчен жом хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак хутӑш унра выльӑхшӑн тутлӑхлӑ япала чылай пулнипе, хушма хуҫалӑхран тупӑш илес текеншӗн меллӗ хакпа илӗртӳллӗ. Ялсенче ытларахӑшӗ грану­ла формипе хатӗрленӗ жомпа усӑ курать, мӗншӗн тесен вӑл тӗрӗс упрасан нумай упранать, выльӑхшӑн та паха апат шутланать.

Жомра выльӑха кирлӗ витаминсем, микроэлементсем нумай. Жомри углевода выльӑх организмӗ лайӑх йышӑнать, белоксем вара ҫамрӑк выльӑх ӳсесси ҫине те, ӳссе ҫитнӗ выльӑхӑн продуктивлӑхӗ ҫине те лайӑх витӗм кӳреҫҫӗ.

Ӑна сыснасене, ӗнене, качакана, лашана, сурӑха ҫитерме юрать. Кроликсене вара уйӑхра икӗ-виҫӗ хутчен кӑна апата хушса пама юрать.

Ӗнене, качакасемпе сурӑхсене жома типӗ апатпа усранӑ вӑхӑтра хушса параҫҫӗ.

Жома ҫитермелли тапхӑра та пӑхӑнмалла: 4 ҫултан аслӑрах выльӑха - 80 - 90 кун хушши, 2 - 4 ҫултисене - 100 кун таран, 1,5 - 2 ҫултисене - 120 куна яхӑн. Ытларах вӑхӑт парсан сӗт-ҫу пахалӑхӗ чакать.

Ҫавӑнпа та выльӑхсен рационне серӑпа кальцефос хушмалла. Вӗсене те выльӑха инструкцие пӑхӑнса памалла.

Выльӑха жома пӗр талӑкра памалли виҫе- не пӑхӑнмалла. Ҫапла вара сӗт паракан ӗнене талӑкра вӑтамран 4-5 кг, сурӑхпа качакана 600­-800 г кӑна ҫитермелле.

Жома 5-6 сехет сарӑлтармалла та тӳрех выльӑха памалла. Ӑна ытларах вӑхӑтлӑха е тепӗр куна валли хӑварма юрамасть.

Ытла ҫамрӑк выльӑха жом памалла мар.

Выльӑха памалли жома ҫак пропорципе хатӗрлемелле: 1 кг типӗ жома сарӑлтарма - 3 л шыв. Ҫакна пӑхӑнманни выльӑхӑн хырӑмлӑхпа пыршине сиен кӳрет, мӗншӗн тесен сарӑлса ҫитмен гранулӑсене хырӑмлӑх сӗткенӗн ирӗлтерме тивет. Качакапа сурӑха гранулӑсене тырӑ авӑртмалли арманпа авӑртнӑ хыҫҫӑн шывра сарӑлтарсан тата лайӑхрах. Жома ҫамрӑк выльӑха сӗтпе хутӑштарса пама юрамасть.

Гранула жомне тӗрӗс упрамалла. Тырӑ упракан ампар та юрӑхлӑ, анчах та гранулӑсем нӳрӗк туртине шута илсе, унта сывлӑш нӳрӗкӗ 60 процентран пысӑк пулмалла мар. Сывлӑш температури 0-25 градус чухлӗ ӑшӑ тӑмалла.

 

Н. НИКОЛАЕВА хатӗрленӗ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика