08:18 30 августа 2019 г.
Хисеплĕ ветеринари ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Эсир кулленех выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕрен чир-чĕртен сыхлатăр, тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсене туса ирттеретĕр. Çавăнпа пĕрлех эсир выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене пахалăхне тĕрĕслесех тăратăр. Çапла майпа çынсен сывлăхне те сыхлатăр.
Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек туса пынăшăн, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тăрăшнăшăн.
Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем малалла та ăнса пыччăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы Чувашии