11:59 12 декабря 2018 г.
Хаклă ентешсем!
Сире пурне те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Конституци - пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ. Вăл пирĕн Раççейĕн патшалăх тытăмне, обществăри йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшать, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлет.
Пирĕн çĕршывăмăрăн пуласлăхĕпе çирĕплĕхĕ, хаклă çыннăмăрсем, пирĕнтен хамăртан килет. Эпир хамăрăн ĕç вырăнĕнче чунтан тăрăшса ĕçлесен, ÿсĕмсем те пулĕç. Вара хамăрăн район кăна мар, республика, çĕршывăмăр та вăйлансах, пуянлансах пырĕ. Эппин, малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесчĕ, йĕркеллĕ пурăнасчĕ. Тĕрĕслĕх пуриншĕн те малти вырăнта пултăр. Пирĕнтен кашниех патшалăх хăйне хÿтĕленине, пулăшнине туйса тăтăр.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы Чувашии
Первоисточник: Моргаушский район Чувашской Республики