Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра сумалла

01 июня 2019 г.

Пирĕн хуçалăх ферминче çу уйăхĕн
13-мĕшĕнче икĕ ушкăн ĕнисене суман
тĕслĕх пулчĕ. Çакă выльăхсем тĕлĕшпе
ним сисĕмсĕр иртсе каймасть тесе
шутлатăп эпĕ. Кун пирки выльăх тухтăрĕсем мĕнле ăнлантараççĕ-ши?
Маларахах тав туса И. МАСТЕРОВА.

Хаçат вулакан ыйтăвĕ пире те хумхантармасăр юлмарĕ. Çавăнпа та ун çине тивĕçлĕ
хурав шыраса эпир выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕн çумĕпе
Л. БОЯРИНОВĂПА çыхăнтăмăр. Людмила Алексеевна ансат та ăнланмалла хурав
пачĕ:

– Районти пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхсенче тата килти хушма хуçалăх тытакансем юлашки çулсенче ĕне çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Вăл ăнсăртран мар тесе шутлатăп. «Ĕне – çур пурнăç», – тенĕ пирĕн асаттесемпе асаннесем.
Çакăн пек каланă та ĕнерен тупăш илессипе çанă тавăрса ĕçленĕ. Анчах килти хушма
хуçалăхра е фермăра ĕне тытаканăн çак чĕрчунăн чирĕсем пирки те пĕлмелле. Ăна пĕлни тупăш çулне уçăмлатма пулăшать. Ĕнене чи малтанах вăхăтра тата тăтăш сумалла. Çавăнчухне çеç вăл ытлă-çитлĕ сĕт антарĕ, тупăш
парĕ. Енчен те вулавçă ыйтăвĕнчи пек ĕнесене темиçе хут сумасан, çакă сăвăм чакни, ĕне маститпа тата сепсиспа чирлесси патне илсе çитерме пултарать. Вăхăтра сиплемесен ĕне вилес хăрушлăх та пур. Чир палăрсан, кун
пек сĕте пăрушкана вĕретнĕ хыççăн çеç пама юрать. Вăхăтра суман ĕнен çилли шыçать,
кĕлетке температури ÿсет, ĕне хăйне йывă туйма пуçлать, час-час макăрать, сăвăма чакарать. Ĕне маститпа чирленине çийĕнчех епле пĕлме пулать-ха? Маститлă ĕнен сĕтĕнче тăпăрчă евĕр муклашкасем, пÿр, тепĕр чух юн та пулни палăрать. Анчах хăш чухне çак чире ятарлă препаратпа çеç палăртма пулать.

Чирлĕ ĕнене вăхăтра сиплемелле. Кунта антибиотиксемпе те усă кураççĕ, анчах вĕсем паян питĕ нумай. Вĕсенчен кашниех мастит пуçаракан бактерие пĕтереймест. Çавăнпа вăхăтлă та тĕрĕс сиплев валли таса банкăна сунă сĕте анализ туса тишкерме ветеринари лабораторине çитерсе памалла. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе выльăх тухтăрĕ çырса панă кирлĕ эмелпе ĕнене инструкцие пăхăнса сиплемелле. Кунта çакна та каласа хăвармалла: ĕнене антибиотикпа
сипленĕ вăхăтра унăн сĕтне пуçтаракансене пама, пасара тухса сутма тăхтамалла.

Маститран сыхланасси – кулленхи ĕç. Çак тĕлĕшпе чи малтанах сума лармассерен ĕне çиллине ăшă шывпа çумалла, таса алшăллипе шăлса типĕтмелле, вăхăтра тата пĕтĕмпех суса илмелле те çиллене ятарлă крем сĕрсе çемçетмелле. Айсарăма ялан типĕ тытасси пирки те манмалла мар. Çилле шăлмалли алшăллипе сĕт сунă çĕрте усă куракан хатĕрсене ĕне хуçин пĕр процентлă хлорамин растворĕпе çуса тăма тăрăшмалла.
Çÿлерех каланă йĕркене пăхăнсан çеç эсир хăвăр харпăрлăхри ĕнерен ытлă-çитлĕ пахалăхлă сĕт тата çителĕклĕ тупăш илме пултарăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика