Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк грипĕнчен асăрханар

01 июня 2019 г.

Паянхи куна, Чăваш Республикинчи пекех, Муркаш районĕнче те кайăк грипĕнчен тивĕçлипе сыхланса пыратпăр. Анчах çакă пирĕн патăмăрта асăннă чир çук тенине пĕлтермест. 2018 çулта республикăра уйрăм килти хушма хуçалăхсенчи чăх-чĕп кайăк грипĕпе чирленĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çакăнта республика территорийĕпе тискер кай-ăк-кĕшĕк вĕçсе иртмелли маршрутсем пулните, шыв кайăкĕсем пирĕн тăрăхри юханшывсенче йăва çавăрни те чир пуçаруçисенехамăр патăмăра кĕртме çул уçса панинеманмалли çук. Кайăк грипĕ, килти хушма хуçалăхри, обществăлла секторти чăх-чĕппе пĕрлех, çыншăнта палăрмаллах хăрушă чир. Маларах каланине шута илсе тата пĕрлехи хăрушлăхрансыхланса, кăçал районта килти хушмахуçалăхсенчи 48 пин чăх-чĕп тĕлĕшпе профилактика иммунизацийĕ ирттерме палăртатпăр. Вакцинăланă хыççăнхи тĕрĕслев тетивĕçлĕ шайра пулĕ. Ял хуçалăхне аталантарма пăхнă патшалăх программи шайĕнче чăх-чĕп валли вакцинаçителĕклĕ килсе çитрĕ ĕнтĕ. Уншăн федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак вакцина чăх-чĕпсен А типлă кайăк грипне хирĕçкĕрешме иммунитета вăйлатать. Вăл 12 уйăха тăсăлать.
Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ветеринари специалисчĕсем çак кунсенче кайăк грипĕ тĕлĕшпе ятарлă профилактика ĕçне кÿлĕнчĕç. Кунта уйрăм сăмах  чăх-чĕпе район территорине илсе килекен предпринимательсем тĕлĕшпе. Вĕсен çакна валли тивĕçлĕ органсенчен ирĕк илни кирлĕ. Илсе килекен чăхчĕпе вăхăтлăх тытмалли вырăнсене малтан ятарлă комиссипе тĕрĕслесе хак памалла, кайăк-кĕшĕк сывлăхне тĕпчемелле. Кай- ăк-кĕшĕк тытмалли пÿлĕмсене тата вĕсене уçăлтарса çÿретмелли лаптăксене тата чăхчĕпе турттармалли автотранспорта вăхăтра дезинфекцилемелле.
Чăхсем чирленине тата вĕсем йышлă вилме пуçланине асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцине пĕлтермелле.

Л. БОЯРИНОВА,
районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен
станци пуçлăхĕн çумĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика