Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ӗҫлес кӑмӑл пысӑкки курӑнать

16 января 2019 г.

Хӗл варрине ҫитрӗмӗр. Халӑх сӑнавӗпе Христос Туррӑмӑр шыва кӗнӗ кун тӗлне кун тӑршшӗ чӑх утти чухлӗ вӑрӑмланать. Кун вӑрӑмланма пуҫларӗ пулсан, ҫуркунне алӑкран шаккиччен те нумай мар. Анчах унччен вӑхӑчӗ чылай-ха. Ҫакна шута илсе обществӑлла выльӑх-чӗрлӗх патӗнче хӗл кунӗсем епле иртнипе кӑсӑкланса тӑрасси паян кун йӗркинче малти вырӑнта тӑрать. Хӗл сиввисем обществӑлла выльӑх-чӗрлӗх усраканшӑн хӑйне евӗр йывӑр вӑхӑт: ҫу каҫа янтӑланӑ апат хӗл каҫма ҫитӗ-и, ӗнесенчен пӑру илесси сахалланмӗ-и, продуктивлӑха тивӗҫлӗ шайра упраса хӑварма май пулӗ-и? Ыйту нумай, анчах ыранхи кунпа пурӑнаканӑн сивве-ӑшша пӑхмасӑрах пӗр ӗҫе те кая хӑварма юрамасть.

Иртнӗ кунсенче ҫитнӗ хуҫалӑхсенчи ӑнӑҫу вӑрттӑнлӑхӗ ытларах ӗҫ йӗркелӗвӗнче иккенне хамӑр пулнӑ кашни фермӑрах курса ӗнентӗмӗр. Ҫавӑнпа та малаллахи калаҫури ял хуҫалӑх произ­водство кооперативӗсем паян ыранхи кунпа пурӑнаҫҫӗ тесе хаклас килет.

Малтанах ӑратлӑ выльӑх ӗрчетекен “Свобода” ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ертӳҫипе Л. Петровпа, вырӑнти тӗп зоотехникпа Э. Замятинӑпа Кашмашпа Ҫатракассинчи сӗт фермисене ҫитрӗмӗр, Кашмашри сысна фермин ӗҫне пӑхса тухрӑмӑр. Пур сарайӗнче те тасалӑх, кану пӳлӗмӗсенче тирпейлӗх, выльӑхсен апатне упрас, ӑна выльӑхсене парас ҫӗрте перекетлӗх куҫ умӗнчен каймарӗ. Тирпейлӗ хуҫан вара ӗҫӗ-пуҫӗ ӑнни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

- Аслӑ ӑрурисем пуҫарнӑ ӗҫе пирӗн юхӑнтармщ,. уксахлаттарма юрамастех. Ҫакна асра тытса производствӑна аталану ҫулӗнчен кӑларас теместпӗр. Выльӑх-чӗрлӗх валли ҫӑва тухиччен апат-ҫимӗҫ ҫитмелле тесе шутлатпӑр. Ҫавна кура производство та тивӗҫлӗ шайра пырасса шанатпӑр. Ҫакна фер­ма ӗҫченӗсем ӑнланни ҫӗнӗ тӗллевсем ҫураттарать. Хӗле лайӑх хатӗрленнипе урамри сивӗсем те ӗҫ пӳлӗмӗсенче ӑшӑпа ылмашӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ тухӑҫлӑ ӗҫлеме условисем туса парать, - терӗ пирӗн тӗллевсемпе паллашсан хуҫалӑх ертӳҫи Л. Петров.

Хуҫалӑх ертӳҫин сӑмахӗсене Каш­машри сӗт ферминче ӗҫлекенсем те ҫирӗплетрӗҫ. Сарайсене хӗле тӗплӗ хатӗрленӗ пулин те, юсавҫӑсен бригади вак-тӗвеке ҫийӗнчех пӗтерсе пырассине кулленхи ӗҫ тесе пурнӑҫласа пырать. Ҫакна валли ферма ҫывӑхне строитель­ство материалӗ те кӳрсе хунӑ. Хуҫалӑхри ырӑ йӑлапа ферма ҫывӑхне кӗркуннех ҫителӗклӗ утӑ-улӑм турттарнӑ, паха сенаж янтӑланӑ. Сарайсенчен тислӗк вӑхӑтра тухать.

- Хуҫалӑх председателӗ выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ ҫине тимлӗ пӑхни пире те хамӑр ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа тума хистет. Ӗҫ укҫине вӑхӑтра илетпӗр. Кунпа пӗрлех ӗҫлемелли ҫи-пуҫпа тивӗҫтересси те вӑхӑтлӑ пулса пырать. Акӑ ферма ӗҫченӗсем валли кану пӳлӗмӗ тӑвассипе ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ҫапла вара ертӳҫӗпе, зооветспециалистсемпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫлени ыранхи куна шанса вӑй хумалли тӗкӗ пулса тӑрать, - терӗҫ Кашмашри сӗт ферминче ӗҫлекенсем. Коллектива чылай ҫул ӗнтӗ Ю. Петров­ский ертсе пырать. Вӑл шаннӑ ӗҫшӗн яваплӑха туйнипе пӗрлехи кӑтарту тӳррӗнех ҫыхӑнни иккӗленӳ ҫуратмарӗ.

Сӗт отраслӗнче хуҫалӑх ӗнесене тулли рационлӑ монокорм пама пуҫлани те пӗрлехи кӑтарту ҫине ырӑ витӗм ҫеҫ кӳрет. Фермӑри 165 ӗне паян талӑксерен вӑтамран 13,5 килограмм сӗт антарать. Ӗне сарайӗнче тирпейлӗ. Тислӗке А. Чиновников оператор ирпе-каҫпа кӑларсах тӑрать. Ҫамрӑк пӑрусене сӗтпе ҫеҫ тӑрантарнӑран вӗсем таса та сывӑ.

Тирпейлӗ ҫӗрте ӗҫлес кӑмӑл ӳсни вӑрттӑнлӑхра юлмарӗ. Ҫавӑнпах пулӗ фер­мера пур ҫӗрте те ӗҫлес яваплӑх пысӑкки сисӗнет. Ӗнесене апат вӑхӑтра парассипе Г. Степанова, Л. Григорьева, И. Семенов, А. Анисимов тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Ӗнесене сунӑ ҫӗрте Т. Петровская, М. Майорова, Е. Кириллова, С. Анисимова операторсем мал туртӑмлӑ.

- Ҫӗнӗлӗхсене алла илсех ӗҫлесе пыратпӑр, паян та аталану ҫулӗнчен юлмасӑр пурӑнма пулнине кашниех куратпӑр. Малашне те ҫапла пултӑр тесе куллен ӗҫе хавхаланса тухатпӑр, - терӗ хуҫалӑхӑн тёп зоотехникӗ Э. Замятина.

Кашмашри сӗт ферминчи тирпейлӗх Ҫатракассинчи сӗт ферминче малалла тӑсӑлчӗ. Кунта пирӗнпе пӗрле пулнӑ хуҫалӑх ертӳҫи Л. Петров кашни сарайне кӗнӗ май умри тӗллевсемпе паллаштарса пычӗ.

Хуҫалӑхӑн икӗ ферминче те выльӑх-чӗрлӗх патӗнче ӗҫлекенсен кану пӳлӗмӗсем пурри хуҫалӑх ертӳҫи ферма ӗҫченӗсене ӗҫ условийӗсемпе туллин тивӗҫтерме тӑрӑшнине ҫирӗплетет.

«Герой» ял хуҫалӑх производство коо­перативно ҫитсен те ӗҫ ҫине хуҫалла пӑхни малти вырӑнта пулчӗ. Ҫӗньял Шурчари сӗт ферминче сарайсем ҫирӗп, ферма вырнаҫнӑ вырӑн лайӑх, апат ҫителӗклӗ пулни, выльӑхсем таса тӑни хӗл кунӗсем кунта никамшӑн та хӑрушӑ пулманни пирки систерчӗҫ. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ турӑмӑр эпир Ҫӗньял Шурчара пулсан. Кунти сӗт ферминче пурӗ 427 пуҫ выльӑх тӑрать. Вӗсенчен 176 пуҫӗ - сумалли ӗнесем. Фермӑра пӗтӗмпе 22 ҫын ӗҫлет. Вӗсенчен 5-шӗ - ӗнесене машинӑпа сӑвакан операторсем. Пӗрлехи тӑрӑшулӑхпа кунти выльӑх пӑхакансем паян пӗр ӗне пуҫне талӑксерен вӑтамран 13 килограма яхӑн сӗт сӑваҫҫӗ. Фермӑри пӗтӗмӗшле лару-тӑрупа пире коллектив ертӳҫи В. Степанова паллаштарчӗ. Унӑн сӑмахӗнченех эпир фермӑн аталану ҫул-йӗрне те куртӑмӑр.

«Свобода» тэта «Герой» хуҫалӑхсенче пулнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ кооперативсенчи выльӑх пӑхакансем ыранхи кунпа пурӑнни палӑрчӗ. Ҫӗнӗлле шухӑшлав кашнин тӗп вырӑнта пулни те куҫ хыҫне юлмарӗ. Пурин те хӑйсен ыйтӑвӗсем, ӗмӗчӗсем, тӗллевӗсем. Вӗсене вара пӗрле пулсан ҫеҫ татса пама май пуррине тё асӑннӑ хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсем курса-пӗлсе тӑни вӑрттӑнлӑхра юлмарӗ. Пур ҫӗрте те ӗҫлес кӑмӑл пысӑкки курӑнать.

А. ФЕДОРОВА, выльӑх чирӗсемпе

кӗрешекен районти станции выльӑх тухтӑрӗ;

А. БЕЛОВ,

район хаҫачӗн экономикӑпа экологи пайӗн ертӳҫи.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика