Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ӗҫ вӑиӗ ҫителӗксӗрри сисӗнет

05 декабря 2018 г.

Ҫӗр пичӗ юрпа витӗннӗ-витӗнмен хӗл сивви хӑй пирки ҫирӗп аса илтерме пуҫларӗ. Выльӑх-чӗрлӗх усраканшӑн хӑйне евӗр йывӑр вӑхӑт темелле ҫак тапхӑра: янтӑланӑ апат хӗл каҫма ҫитӗ-и, ӗнесенчен пӑру илесси уксахламӗ-и, продуктивлӑха тивӗҫлӗ шайра упраса хӑварма пултарӑпӑр-и? Ыйту нумай, анчах ыранхи кунпа пурӑнаканӑн пӗр ӗҫе те кая хӑварма юрамасть. Ахальлӗн, ваттисем калашле, каю шӑтма пултарать.

Чӳк уйӑхӗнче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче обществӑлла выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарасси епле пынипе паллашма анлӑ тӗрӗслевсем иртрӗҫ. Ҫак тӗллевпе ҫирӗплетнӗ специалистсем пӗрлешӳллӗ тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен кашни ферминех ҫитсе курма тӑрӑшрӗҫ. Вӗсен сӗнӗвӗсемпе канашӗсем обществӑлла выльӑх-чӗрлӗх патӗнче ӗҫлекенсемшӗн усӑллӑ пулнине кашни фермӑрах курса ӗненчӗҫ пулӗ.

Хуҫалӑхсенче иртнӗ тӗрӗслевсене пӗтӗмлетме паян эпир хамӑр тӗпеле выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станцин ертсе пыракан выльӑх тухтӑрне Алина ФЕДОРОВАНА чӗнтӗмӗр.

- Алина Петровна, вӑхӑтра асӑрхаттарнине тата специалистсем вырӑна тухса усӑллӑ сӗнӳ панине нимӗн те ҫитмест. Ҫапла ӗҫлесен ферма ӗҫченӗсен те куҫӗ уҫӑлать. Вӗсем хуҫалӑх экономики ҫине хуҫалларах пӑхма пуҫлаҫҫӗ. Ҫапла мар-и?

- Сирӗн пӗтӗмӗшле ыйту ҫине малтанах пӗтӗмӗшле хурав паратӑп. Районти выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен хуҫалӑхсенче кӑҫал хӗле тӗплӗ хатӗрленсе юсав ӗҫӗсене ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫланӑ. Кунпа пӗрлех иртнӗ ҫу кунӗсем ӗҫлекен ҫыншӑн меллӗ пулнипе туллин усӑ курнисем выльӑх-чӗрлӗх апатне те хӗл валли ҫителӗклӗ те пахалӑхлӑ янтӑлама ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑнпа та ӗнесене апат парасси, сарайсене тирпейлӗ тытасси, выльӑхсене шывпа тивӗҫтересси нумай хуҫалӑхра лайӑх шайра. Эпир ҫитнӗ кун каш­ни хуҫалӑхра майлах ӗнесене уҫӑлма кӑларнӑччӗ. Вӗсем валли унта утӑ-улӑм хурса панӑ. Ҫакӑн пек ӗҫлекенсен ӗнисем мӑнтӑр та таса пулнинчен, вӗсем талӑксерен 10-шар килограмм ытла сӗт антарнинчен тӗлӗнме кирлех-и вара? Ҫамрӑк выльӑхсен рационне минерал хутӑшсем кӗртни, апат ҫителӗклӗ пулни хуҫалӑхсем ыранхи кунпа пурӑнни пирки калать.

Ферма ӗҫченӗсем ӗнесен рационне палӑрмаллах пуян тытма тӑрӑшнипе тӗл пулсан, ҫав хуҫалӑхсен продуктивлӑхӗ те пӗчӗк пулма пултараяс ҫуккине ӑнланса илетӗн. Ку вара ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевсем ҫуратать. Анчах паянхи куна кашни фермӑра майлах ӗҫлекенсем ҫителӗксӗрри сисӗнет. Ӑна пула тӗллӗн-тӗллӗн ӗҫ дисциплинине пӑсни те ума тухать.

- Начарри пирки нумай калаҫмӑпӑр-ха. Лайӑхпа паян уйрӑмах кама палӑртма пултаратӑр? Пӗр йышши условисенчех кам ытларах продукци туса илме пултарать? Ҫак вӑрттӑнлӑха эсир мӗнре куратӑр?

- Манӑн хамӑр ҫитсе курнӑ «Оринино», «Ударник», Ильич ячӗпе хисепленекен ял хуҫалӑх производство кооперативӗсенче талӑкри вӑтам сӑвӑм 10 килограмран иртнине палӑртас килет. Суворов ячӗпе хисепленекен пӗрлешуллӗ хуҫалӑхри ҫак кӑтарту вара икӗ хута яхӑн пысӑкрах пулни (19,7 килограмм) ыттисен туллин усӑ курман майсем пуррине ҫирӗплетет.

- Апла пулсан анаткассисен ӗҫӗ ҫинче кӑшт чарӑнса тӑрар-ха. Выльӑх кӗтӗвӗ пысӑк-и вёсен? Апатне ҫу каҫа пӗрлешуллӗ хуҫалӑх ӗҫченӗсем мӗн чухлӗ янтӑланӑ? Выльӑхсен хӗл кунӗнчи рационӗ пуян-и тата?

- Суворов ячӗпе хисепленекен ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче паянхи куна мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен кӗтӗвӗ пӗтӗмпе 465 пуҫ. Вӗсенчен 224 пуҫӗ - сумалли ӗнесем, 41 пуҫӗ - пӗтӗлентернӗ тынасем, ыттисем - ҫамрӑк выльӑхсем. Вӗсене пӑхма фермӑра ӗҫлекенсем те, ӗҫе йӗркелесе ертсе пыракан специалистсем те хуҫалӑхра ҫителӗклӗ. Обществӑлла выльӑх-чӗрлӗхе тулӑх хӗл каҫарма кооператив иртнӗ ҫу кунӗсенче 583 тонна паха утӑ, 2566 тонна санаж, 132 тонна улӑм, 950 тонна тырӑ янтӑланӑ. Хӗле кӗриччен вёсен пахалӑхне пӗтӗмпех тӗрӗслеттернӗ. Ҫапла вара хатӗрленӗ утӑ пӗтӗмпех 1-мӗш класа, сенажӑн 37 проценчӗ 1-мӗш класа, 38,6 проценчӗ - 2-мӗш класа, 24,4 проценчӗ 3-мӗш класа тивӗҫтернӗ. Пӗр ӗне пуҫне хӗл каҫма 25 центнер апат единици тивет Танлаштарма, «Оринино» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн Патаккассинчи сӗт ферминче ку кӑтарту 20,6 центнер апат единиципе танлашать. Ытти хуҫалӑхра та вӑл анаткассисенчен 4 - 5 центнер апат единици чухлӗ сахалрах. Ума лартнӑ тӗллевсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлассипе обществӑлла выльӑх-чӗрлӗх патӗнче кунта пӗтӗмпе 32 ҫын ӗҫлет, вӑл шутра ӗнесене машинӑпа сӑвакан ҫичӗ оператор.

- Хуҫалӑхсенче пӗтӗмӗшле кадрсем ҫителӗксӗрри хытах сисӗнет-и?

- Нумай хуҫалӑхра ӗҫлекенсем ҫитсе пыманран янтӑ апатпа перекетлӗ усӑ курасси, сарайсене тирпейлӗ тытасси иккӗмӗш вырӑна юлма пуҫланӑ. Кая хӑвармасӑр татса памалли ыйтусем куҫ умӗнче. Анчах пуринчен те пӗлтерӗшлӗреххи - ӗҫлекенсем ҫителӗксӗрри. Кунта вара ӗҫлекенсене ҫителӗклӗ ӗҫ укҫипе тивӗҫтерни малти вырӑна тухать.

 Ҫӗр тӗрлӗ ҫын - ҫӗр тӗрлӗ шухӑш. Анчах вӑл шухӑш-ӗмӗтсем пӗр тӗллевлӗ пулсассӑн пурнӑҫри тата производствӑри нимӗнле йывӑрлӑх та хӑрушӑ мар, кирек епле чӑрмава та ҫӑмӑллӑн парӑнтарма пулать. Ҫапла вара «Путь Ильича» агрофирмӑра умри йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станци пулӑшнипе хӗле кӗриччен профилактика дезинфекцине ирттернӗ. Анчах тислӗк кӑлармалли система ваннӑран сарайӗнче тислӗк шывӗ нумайланса кайнӑччӗ. Ҫийӗнчех тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑннӑран ҫак ҫитменлӗхе пӗтерме май килчӗ. Агрофирмӑн сарайӗнче паян 378 пуҫ сумалли ӗне тӑрать. Вӗсене тата пӑру-тынашкасене (пӗтӗмпе 735 пуҫ) хӗл каҫарма кунта нумай ҫул усекен курӑк 204 тонна, 3952 тонна сенаж, 182 тонна улӑм, выльӑхсем валли 852 тонна тырӑ янтӑланӑ. Анчах ӗҫ условийӗ пуррине пӑхмасӑрах кадр­сем ҫителӗксӗрри кунта та сисӗнет.

- Ӗҫлекен яваплӑха туять пулсан, ун патӗнче ӗҫ культури те, тирпейлӗх те хуҫаланать тетпӗр. Кун пек тӗслӗх Суворов ячӗпе хисепленекен хуҫалӑхра ҫеҫ-и?

 Уйкас Янасалти сӗт фермине ҫитсен те ферма ӗҫченӗсем ӗҫ вырӑнӗнче тирпейлӗ пулма тӑрӑшни куҫ умне пулчӗ. Кунпа пӗрлех ӗҫлекенсем канмалли пулӗмсенче тирпейлӗ пулма тӑрӑшни фермӑра вӑй хуракансем хуҫалӑх аталанӑвӗпе пӗр лав ҫинче пынине ҫирӗплетрӗ.

 Уйрӑм сӑмах ферма коллективӗ пирки. Ӗҫе мала хуракан ӗҫченсем ӑнӑҫусӑр ӗҫлеҫҫӗ тееймӗн. Ӗне сӑвакансем паян кашни ӗне пуҫне талӑксерен вӑтамран 10,4 килограмм сӗт сӑваҫҫӗ. «Ҫакӑ ҫителӗклӗ пулманнине ӑнланатпӑр. Хуҫалӑх ертуҫи тӑрӑшнипе юлашки ҫулсенче выльӑх апачӗ янтӑлама ял хуҫалӑх техникине ҫӗнӗрен туянни аталану ҫулӗсене уҫать. Паян ҫу каҫа янтӑланӑ апата перекетлӗ тытасси - умри тӗллев», - палӑртрӗ хуҫалӑхӑн тӗп зоотехникӗ Д. Тимофеева.

 Купӑрляри ӗне фермине ҫитсессӗн те ӗнесем умӗнче апат тулӑх пулни, сарайсем выльӑхсемпе тулли тӑни, хӗле хатӗрленсе витесенче юсав ӗҫӗсем ҫителӗклӗ ирттерни кашни утӑмрах курӑнчӗ. Ильич яч. хис. ял хуҫалӑх производство кооперативӗ выльӑх отрасльне аталанӑвӑн тӗп шӑнӑрӗ тесе хаклани палӑрчӗ.

Пӗтӗмӗшле лару-тӑрӑва ҫапларах хак пама пулать. Эпир ку хутӗнче пулса курнӑ хуҫалӑхсенче йывӑрлӑхсене ҫӗнсех малалла пӑхни, татса паман ыйтусене курса вӗсене ҫӗнтерме тӑрӑшни, туман ӗҫе пурнӑҫланӑ пек туса ячӗшӗн калаҫманни курӑнчӗ.

- Алина Петровна, фермӑри хӗл кунӗсем епле иртнипе пире паллаштарсах тӑрасса тата хамӑра та пӗрлехи рейдсене чӗнессе шанатпӑр.

- Эпир хирӗҫ мар. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче кӗҫех ҫулталӑк хушшинче пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлетессипе, малашлӑх чиккисене палӑртассипе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ӑна кашниех яваплӑха туйса пурнӑҫласан кунта кашни ыйту ҫинех конкретлӑ хурав тупӑнӗ. Пӗтӗмӗшле кӑтарту хальлӗхе пӗлтӗрхинчен усӗмлӗрех. Анчах пӗрлешуллӗ хуҫалӑхсенчи производство ыйтӑвӗ нумай ҫӗрте ҫивӗч тӑнине те пытарма ҫук. Фермӑсенче уйрӑмах ӗҫ вӑйӗ ҫителӗксӗрри пысӑк ыйту пулса тӑрать.

 

 

А. БЕЛОВ калаҫнӑ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика