Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлӗрех пулни пӑсмасть

22 сентября 2018 г.

Вӑхӑт календарӗпе тавралӑхра кӗркунне хуҫаланнӑ тапхӑрта пӗрлешуллӗ коопера- тивсенче тата килти хушма хуҫалӑхсенче ял ҫыннисен ӗнесем тӗлӗшпе тимлӗхе ӳстересси малти вырӑна тухрӗ.

Иртнӗ кунсенче выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцие ялта пурӑнакан хӗрарӑм ӗнен хырӑмӗ хӑпарса кайни пирки хуйхӑрса пӗлтерчӗ. Нумай кӗттермесӗрех пулӑшма вырӑна тухрӑмӑр. Мӗн куртӑмӑр-ха унта? Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ӗнене пан улми, ҫӑнӑх, кӑшман ҫулҫи тултарса панӑ. Хӗрарӑмӑн пӑшӑрханӑвӗ мӗнрен пуҫланни (вулакан та ӑнланчӗ пулӗ) туллин куҫ умне тухрӗ. Ҫавӑнпа та кӗркунне ӗнесем купӗнесси пирки те калаҫма вӑхӑт.

Сисмерӗмӗр те, кун тӑршшӗ пилӗк сехет ҫурӑ кӗскелчӗ. Кӗркунне вӑй илсе пынӑран ҫанталӑк ҫумӑра каясси те, ир-каҫ тӑм ӳкесси те вӑрттӑнлӑх мар. Хирсем пушаннӑ май ҫӗр ӗҫченӗ хаш сывлать, хӑйне канлӗрех туйма пуҫлать. Умри ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫланӑ ӗҫченшӗн ку лайӑх пулӑм. Тӗрӗссипе ҫапла пулмалла та. Анчах канлӗх туйӑмӗпе хавхаланса тимлӗхе ҫухатни кӗр мӑнтӑрӗпе питех те хакла ларма пултарать. Сӑмах кунта хир­сем ирӗкленнипе тимлӗхе ҫухатнӑ кӗтӳҫсем ӗнесене клевер-люцерна анисене кӗртсе выльӑхсене кӳпӗнтерсе яни пирки. Кунашкал тӗслӗхсем районта ҫулленех пулнине шута илсе асӑрхаттару кирлех тесе шутлатӑп. Вӑл никамшӑн та ытлашши пулмӗ.

Кӑҫалхи кӗр пуҫланнӑ тӗле районта 15372 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх пулнӑ. Вӑл шутран ӗнесем - 7656 пуҫ. Ӗнесен кӗтӗвне сыхласа хӑварни малашлӑхри тупӑш пирки ӗмӗтлентерет. Ҫавӑнпа та кӗр мӑнтӑрӗпе туллин савӑнма ку таранччен ӳстернӗ выльӑха тӗрӗс-тӗкел пӑхса хӗле кӗртесси, унран ытларах тупӑш илесси - выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем умӗнче тӑракан хальхи тӗллев.

Кӗркунне ӗнесем кӳпӗнсе кайса вилме пултарни пурне те канӑҫсӑрлантарать. Малаллахи сӑмахӑм ҫакӑн ҫинчен пулнӑран, хаҫат вулакансене асӑннӑ инкекрен ҫывӑх вӑхӑтра уйрӑмах асӑрханмаллине пӗлтеретӗп. Иртнӗ ҫулсенче те ҫак вӑхӑтра ӗнесем купӗннӗ тӗслӗхсем районта пӗрре-иккӗ мар пулчӗҫ пулсан, кӑҫал та ялсенче кун пек инкек тӗслӗхӗсем пур. Ҫавна пула хӑш-пӗр хуҫасен кӗтмен ҫухатусем тӳсме тивет. Ҫакӑ малашлӑха пӑхакан ҫӗр ӗҫченӗшӗн - курӑмлӑ кӑлтӑк.

Паян хирте кӗртрисен калчипе клевер-лю­церна кайӑвӗ ҫеҫ ешерсе ларать. Ҫакна пӗлсе выльӑх пӑхакансен асӑрханулӑха самай ӳстермелле. Ку вӑхӑтра фермӑсенче те, уйрӑм ҫынсен те ӗнесене ирпе-каҫпа типӗ утӑ-улӑм ҫителӗклӗ пама тӑрӑшмалла. Кӗтӳҫсен вара ӗне кӗтӗвне клевер-люцерна анисем ҫине ирхи сывлӑмра тата ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра пачах кӗртме юрамасть. Ҫав анасем ҫине кӗтӗве кӗске самантлӑха кӗртсе кӑларсан та ӗнесене ҫийӗнчех шӑварассинчен асӑрханмалла. Тӑм уксессӗн вӑл пусӑсенче ҫӳрессинчен пачах пӑрӑнни - кӗтӳҫсемшӗн тӗп ҫӑмӑллӑх. Ҫавӑнпа пӗрлех ӗнесене выльӑх кӑшманӗн ҫулҫине те нумай пама тӑхтамалла. Ӗнесене кӗркунне талӑксерен 80 - 100 грамм тӑвар пани вӗсемшӗн усӑллӑ ҫеҫ пулнине асра тытӑр.

Кӳпӗннӗ ӗнене пирвайхи пулӑшу пама пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна валли кӗтӳ пӑхакансен ҫумӗнче обязательнӑй йӗркепе сӗт кислоти, ҫунтарнӑ магнези, тимпанол, мӑн хырӑма шӑтарса сывлӑш кӑлармалли трокар пулмалла. Ҫак хатӗрсене килти хуш­ма хуҫалӑхсенче тытни те кирлӗ вӑхӑтра ял ҫыннишӗн ытлашши пулмӗ.

Мӗн тумалла-ха ӗне кӳпӗнсен? Инкек тӳсекен выльӑха малтанах 10 - 15 грамм сӗт кислоти, 160 - 200 грамм тимпанол, 20 грамм ҫунтарнӑ магнези памалла. Ҫунтарнӑ магнезипе сӗт кислотине ҫур литр шыва ярса ирӗлтермелле. Тимпанол - усӑ курма хатӗр препарат. Вӗсем пулмасан ӗнене 2 - 3 литр тин кӑна сунӑ сӗт ӗҫтермелле та кӳпӗннӗ вырӑна сивӗ шыв ярса тӑмалла.

Кӳпӗннӗ ӗнене пирвайхи пулӑшу панӑ вӑхӑтра обязательнӑй йӗркепе выльӑх тухтӑрне чӗнмелле. Кунта ҫакна та асӑрхаттаратӑп. Ял ҫыннисен хӑйсен ӗнисене инке­крен страхлани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кӑҫалхи тӗслӗхсенче Росгосстрах хӑйӗн патӗнче страхланнисене кашнинчех вӑхӑта тӑсмасӑр тӳлесе татрӗ, тӳснӗ инкеке саплаштарчӗ.

Ӑнлантӑр пулӗ, кӳпӗннӗ ӗнене пулӑшу париччен ку инкекрен асӑрханма ҫӑмӑлрах. Ӑна касу ҫурекенсемпе кӗтӳ пӑхакансен тӑтӑшах асра тытасса шанас килет.

 

И. НИКОЛАЕВА, выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станцири выльӑх тухтӑрӗ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика