Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт сутаканӑн мĕн пĕлмелле?

17 февраля 2018 г.

Ҫĕршыври пурнӑҫ пĕр вырӑнта тӑманни экономика тĕлĕшпе ĕҫ хутшӑнӑвĕсене тӑтӑшах ҫĕнĕлĕхсем кĕртет. Ҫавна май юлашки вӑхӑтра продукци туса илессипе ӑна сутас хак пахалӑхпа турремĕнех ҫыхӑнни мала тухрĕ. Ҫак тĕллевпе паян эпир хамӑр тĕпеле выльӑх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин выльӑх тухтӑрне Татьяна КИСЕЛЕВӐНА калаҫӑва чӗнтӗмӗр. Эпир пуҫарнӑ сӑмах - сĕт пахалӑхĕ пирки. Сĕт туса илсе сутаканӑн паян мĕн асра тытмалла?

- Пирӗн пурнӑҫра сӗт кулленхи укҫа ҫӑлкуҫӗ пулнӑран ӑна ытлӑ-ҫитлӗ туса илессипе пӗрлешӳллӗ кооперативсем, агрофирмӑсем, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем тата килти хушма хуҫалӑхсем пур енлӗ тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Укҫа-тенкӗсӗр пуҫне сӗт паха апат-ҫимӗҫ продукчӗ те шутланать. Унӑн тытӑмӗнче пирӗн организма аталантармалли тӗрлӗ япала ҫителӗклӗ: белоксем, ҫусем, углеводсем, минераллӑ япаласемпе витаминсем.

Сӗт пахалӑхӗ сӑвӑмран пуҫланнине манмалли ҫук. Ӗне тытакан сӑвӑм йӗркине пӑсманни, ги­гиена тебованийӗсене ҫирӗп пӑхӑнни пысӑк пахалӑхлӑ сӗт туса илессин тата ӗне ҫиллине чирчӗртен шанчӑклӑ сыхлассин никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Кунти тӗп йӗркесене халӗ уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп:

- ӗне сӑвакан гигиена йӗркине пӑхӑнни - таса тумтир, сӑвӑм умӗн алӑна ҫуса тасатни;

- кулленхи сӑвӑма ҫирӗплетнӗ йӗркепе яланах пӗр вӑхӑтра ирттерме тӑрӑшни;

- кӗтӳ пысӑк пулсан чирлӗ ҫилӗллӗ ӗнесене уйрӑм ушкӑна уйӑрни сире вӗсене тӗп кӗтӗве суса пӗтернӗ хыҫҫӑн уйрӑммӑн сума май парать; 

- сӗтӗн пуҫламӑш пайне уйрӑм савӑта суса илни сӗт тухмалли канала пухӑннӑ микроорганизмсен сарӑлас ҫулне пӳлет. Ытти ӗнесем чирлесрен асӑрханас те­сен ҫав сӗте алӑ ҫине суса илме те юрамасть. Ӑна урайне суса тӑкни те тӗрӗс мар;

- сӗт сумалли ҫула уҫнӑ хыҫҫӑн ҫиллене лайӑх ҫуса шӑлса типӗтмелле, чӗчӗсем таса пулмалла;

- ӗнене сума хатӗрлесси 50 ҫеккунтран ытла вӑхӑт йышӑнмалла мар.

Сӗте сутма илсе тухнӑ чух апат-ҫимӗҫ тытма усӑ куракан таса савӑт-сапа пулмалла. Сунӑ сӗте сутма кӑлариччен тасатмалла та вӑтамран 4 градус сивӗре 2 сехет хушши тытмалла.

 

Чирлӗ ӗнен сӗтне уйрӑм савӑта пуҫтармалла. Унпа апатра та, выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарма та, тӗрӗс диагноз лартмасӑр сӗт тирпейлекен предприятисене ӑсатма та юрамасть. Ҫавӑн пекех ӗне пӑруланӑ хыҫҫӑн 7 талӑк хушшинче сунӑ сӗте те сӗт пуҫтаракансене сутма тӑхтамалла.

Ҫӗршывра сӗт туса илессин, унӑн пахалӑхӗшӗн тӑрӑшассипе сутлӑха кӑларассин йӗркине ҫирӗплетессипе тӗллевлӗ ӗҫсем пыраҫҫӗ. Чи малтанах вӗсем сӗт туса илекене тата ҫак паха ҫимӗҫрен сутлӑх валли тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ продукцийӗ туса кӑларакана пырса тивеҫҫӗ.

Куратӑр пулӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗрки - хамӑр алӑра. Ҫак сӑмахсем паян кашни ӗне тытакана, сӗт сутакана пырса тивеҫҫӗ.

 

А. БЕЛОВ калаҫнӑ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика