Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн чирӗ тата ӑна асӑрхаттарасси

10 января 2018 г.

Патшалӑх ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗх уйӑрма пуҫланӑран, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенчи пекех, килти хушма хуҫалӑхсенче те мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытассипе тимлӗрех вӑй хума пуҫларӗҫ. Ку лайӑх, анчах выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенӗн унӑн сывлӑхӗ пирки самантлӑха та манма юрамасть. Ахальлӗн тӑкаксем саплашӑнмасан та пултараҫҫӗ. Ҫакна ялта пурӑнакан лайӑх курса-пӗлсе тӑрать тесе шутлатӑп.

Выльӑхран таса продукци илесси пирки калаҫма пуҫласан унӑн сывлӑхӗ ҫине сӑмах кӗрсе каять. Ку вӑл нумай енлӗ ӗҫ. Паян вара эпир мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен юн чирӗ (лейкоз) пир­ки калаҫу пуҫлатпӑр. Юн чирӗ - выльӑхсен вӑраха тӑсӑлакан инфекци чирӗ. Унӑн никӗсӗнче шыҫӑ чирӗн ҫут ҫанталӑкӗ. Асӑннӑ чир юн тӑвакан тата ытти органта хӑрушлӑх шыҫҫи "ҫуралнинчен" пуҫланать. Майӗпен ҫак процесс лимфоузелсене, сулана, чӗрене, пӳрене ҫавӑрса илет. Эпир паян калаҫу пуҫарнӑ чир пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ нумай регионта пур. Ҫавӑнпа та ун пирки хаҫат вулакансем те лайӑх пӗлни усӑллӑ пуласса шанатӑп.

Танлаштаруллӑ пӑхсан юн чирӗ выльӑх вилнипе вӗҫленет. Ку вара - кирек хӑш хуҫалӑхшӑн та курӑмлӑ ҫухату. Ҫавӑнпа та ку чир епле пуҫланни тата аталанни кашниншӗнех паллӑ пулмалла.

Асӑннӑ чирӗн вирусӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене тӗрлӗ мелпе ерме пултарать. Чирлӗ ӗнен пӑрӑвӗ чирлесси вӑл амӑшӗн хырӑмӗнче чухнех пуҫланать. Чирлӗ тата сывӑ выльӑхсене пӗрле тытсан тата пӗр кӗтӳре ҫӳретсен те вӑл сыввисене хӑвӑрт ерме пултарать. Ӗнесене вӑкӑрпа пӗтӗлентернӗ чухне те чир пӗр выльӑхран тепӗрне куҫма пултарни паллӑ. Выльӑхсенчен юн илнӗ чух е пӑрусене биркӑсем ҫирӗплетнӗ чух таса мар инструментпа усӑ курни те чир ҫӑлкуҫӗ пулать.

Выльӑхсене асӑннӑ чир юн ӗҫекен шӑна-пӑван урлӑ ерме пултарнине те пытарма ҫук. Ӗне- выльӑхсене ветеринари справкисӗр туянни те пирӗн ума чир хӑрушлӑхне кӑларса тӑратать, мӗншӗн тесен ҫав справкӑсем ҫинче выльӑхсене юн чирӗнчен хӑҫан тӗрӗсленине кӑтартаҫҫӗ. Манмалли ҫук, выльӑхсене баланспа килӗшӳсӗр апатпа тӑрантарни те - чир патне илсе пыракан ҫул- йӗр.

Юн чирӗ выльӑха хӑвӑрт ернине пӑхмасӑрах вӑл хӑй пирки чылай вӑхӑт аса илтермесен те пултарать. Юна чир вирусӗ лексен вӑл ытти хӑш- пӗр вируссем пек вилмест, вӑхӑтран вӑхӑта ҫӗнелсе тӑрать ҫеҫ. Ҫапла вара практикӑра чирӗн вӑрттӑн аталанӑвӗ 2 - 6 ҫул таран тӑсӑлни те пулать. Тӗрӗс диагноза юнӑн серологи анализӗ кӑтартать.

Чир ертнӗ ӗне малтанхи тапхӑрта хӑйне канӑҫсӑр тытмасть. Вӑл ӳт хушаслӑхпа та, продуктивлӑхпа та, пӑру пӑрулассипе те кӑтартусене тӳрех чакармасть. Чир аптӑратма пуҫласан вара ӗнен ҫиесси чакать, сӑвӑм пӗчӗкленет, выльӑх куҫ умӗнчех начарланать, лимфа узелӗсем пысӑкланаҫҫӗ, варвитти пуҫланать. Иммунитет ҫухални ӗне вилнипе вӗҫленет.

Паянхи куна юр чирӗнчен сыватма эффективлӑ мел ҫук. Чир клиника стадине куҫсан выльӑхсене пусаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак чиртен сыхланмалли тӗп ҫул-йӗр - ӗнесем тӗлӗшпе вӑхӑтран вӑхӑта диагностика тӗпчевӗ туни тата чирлӗ выльӑха сыввисенчен ҫийӗнчех уйӑрни.

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра юн чирӗпе аптӑракан ӗне выльӑх тупӑнсан кӗтӗве чиртен сыватассипе комплекслӑ ӗҫлеме тивет. Кун пек чухне выльӑхсене тата вӗсенчен илнӗ продукцие харпӑр хӑй тӗллӗн сутма, выльӑхсене кӗтӳрен кӗтӗве куҫарма юрамасть. Чирлӗ ӗнесен сӗтне сутма юраманнисӗр пуҫне вӗсене вӗретмесӗр усӑ курма та тӑхтамалла. Чир тупӑннӑ кӗтӗве кашни 6 уйӑхра тӗрӗслесе тӑма тивет. Вӑхӑт ҫитсен чирлӗ ӗнесене аша ӑсатмалли ҫеҫ юлать.

Юн чирӗ тупӑннӑ сарай-витесем те самай тимлӗх ыйтаҫҫӗ. Вӗсене тата выльӑхсемпе ӗҫленӗ инструментсене дезинфекцилесси хуҫалӑхсенче ҫирӗп йӗркере пулмалла. Фермӑсенче кая юлмасӑр шӑши-йӗкехӳресемпе кӗрешмелле.

Мӑйракаллӑ шултра выльӑх кӗтӗвне юн чирӗнчен сыхласа хӑварасси - районти выльӑх тухтӑрӗсен паянхи тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Хальхи вӑхӑтра Улатӑр, Комсомольски, Пӑрачкав районӗсенче асӑннӑ чиртен таса мар хуҫалӑхсем пур пулсан, пирӗн район ку чиртен 1999 ҫултанпах таса шутланать. 2017 ҫулта пур харпӑрлӑх формиллӗ хуҫалӑхсенче пӗтӗмпе 9980 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑха юн чирӗнчен тӗрӗслерӗмӗр. Уйрӑм ҫынсен килти хушма хуҫалӑхӗсенче вара выльӑхсене ветеринари докуменчӗсемсӗр туяннӑран ку чир паллисем палӑрнӑ 6 тӗслӗх пулчӗ. Вӑл выльӑхсене ял ҫыннисем ветеринари докуменчӗсемсӗрех Пӑрачкав районӗнчен, Чул Хула облаҫӗнчен тата Мари Эл Республикинчен туяннӑ.

Ҫапла вара хамӑрӑн выльӑх кӗтӗвне таса- сывӑ усрас, ытлӑ-ҫитлӗ тупӑш илес тесен пӗрлехи асрханулӑх яланах малти вырӑнта пулмалла.

 

Л. БОЯРИНОВА, выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен районти станци пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика