Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Продукци хăрушсăрлăхĕшĕн

03 февраля 2018 г.

Пурнăç пĕр вырăнта тăманни, çĕршыв шайĕнчи пекех, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе килти хушма хуçалăхра та лайăх палăрать. Беларуç, Казахстан тата Раççей Федерацийĕ Таможня союзĕ туса хучĕç. Çĕнĕ йĕрке аш-какай сутассипе те çыхăннă. Çĕнĕлĕхпе килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăхсенче пуснă выльăха сутма палăртман. Çавăнпа Раççей территорийĕнче ятарлă органсенче регистрациленĕ выльăх пусса тирпейлемелли предприятисенче пусса тирпейленĕ выльăх ашне çеç  сутма юрать. Пирĕн паянхи калаçу шăпах çакăн пирки. Хамăр тĕпеле эпир паян районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири  выльăх тухтăрне  Татьяна КИСЕЛЕВĂНА чĕнтĕмĕр. Халĕ ăна сăмах:

- Таможня союзĕ - çак тытăма кĕрекен çĕршывсем (Беларуç, Казахстан тата Раççей) хушшинчи суту-илÿпе экономика интеграцийĕн форми. Вăл пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ пĕрлехи таможня территорине йĕркелет. Унта вара - хăйĕн йĕрки. Эсир хускатнă ыйту та кашни вулаканшăнах интереслĕ пек туйăнать.

- Кунта вара ялсенче выльăх-чĕрлĕх пусмалли ятарлă пунктсем уçасси кун йĕркине тухать. Çапла мар-и;

- Çапла. Анчах кунта манăн килти хушма хуçалăхра харпăр хăй çемйине валли выльăх-чĕрлĕх усракансене лăплантарас килет. Сутма хатĕрлемен выльăх-чĕрлĕх продукчĕ - аш-какай туса илесси, упрасси, вырăнтан вырăна куçарасси, каяша тирпейлесси - тĕлĕшпе регламент ĕçĕ сарăлмасть. Чăх-чĕп, хур-кăвакал пусса тирпейлесси те çакăнтах кĕрет.

Продукцие сутма хатĕрленĕ чухне выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлессине патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнă ятарлă производство объекчĕсенче туса ирттермелле. Кун пек чухне выльăха пусса тирпейличчен ятарлă йĕркепе тытмалла тата ветеринари тĕрĕслевĕ ирттермелле. Пусса тирпейленĕ хыççăн выльăх тушкисене ветеринарипе санитари экспертизи тумалла, клеме çапмалла.

- Кун хыççăн манăн выльăх пусса тирпейлемелли пункт уçма мĕнле йĕркене пăхăнмалли пирки ыйтусем çуралчĕç. Кун пирки тĕплĕнрех каласа пама çук-ши;

- Пирĕн ялсенче пурăнакансем пурнăç аталанăвĕпе пĕр утăмра пырса çĕнĕлĕхсене пĕр хăрамасăр алла илсе ĕçлеме тăрăшаççĕ. "Аш-какай тата унран хатĕрленĕ продукцин хăрушсăрлăхĕ çинчен" Таможня союзĕн Техника регламентне  тивĕçтерекен выльăх пусса тирпейлемелли пунктсем Тивĕшре, Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинче, Москакассинче, Çурлатринче, Чемейре, Уйкас Янасалта, Шурчара пур та ĕнтĕ. Асăннă регламент вăй илнĕ май вĕсене уçас текенсем татах пулма пултараççĕ. Манăн паянхи сĕнÿсем шăпах вĕсем валли пулĕç те.

- Татьяна Витальевна, ку ыйту çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха.

- Хирĕçлеместĕп. Çаврăнăçуллă çынсем умне ялта выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли ятарлă пунктсем уçасси кун йĕркине тухрĕ. Кунта вĕсен чи малтанах ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла. Кун пирки РФ Ял хуçалăх министерстви 2014 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче ятарлă правилăсем çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле йĕрке çавăн пек:

- выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли пункта ял тулашĕнче вырнаçтармалла. Çав вырăнăн çынсем пурăнмалли çурт-йĕртен, выльăх сарайĕсенчен, кĕтÿсем çÿретмелли çĕрсенчен, юханшывсенчен, халăх пĕрле  усă куракан обществăлла вырăнсенчен, ача сачĕсемпе сывату учрежденийĕсенчен 300 метртан кая мар инçĕшре пулмалла*

- выльăхсене пусса тирпейлемелли пунктсем талăкри производство виçине кура 3 ушкăна пайланаççĕ: сменăра 25 пуç мăйракаллă шултра выльăх пусса тирпейлекен цехсем, 10 пуç тата 5 - 7 пуç таран. Сыснасем тата пăрусем пусса тирпейленĕ чух çак виçе 2 - 3 хут ÿсет*

- пункт территорине ытти выльăх-чĕрлĕх пырса кĕресрен çÿллĕ картапа çавăрмалла*

- территорие кĕнĕ-тухнă вырăнта обязательнăй йĕркепе дезинфекци барьерĕсем пулмалла*

-  ĕçмелли шывпа çителĕклĕ тивĕçтермелле*

- выльăхсене пусиччен ветеринари тĕрĕслевĕ ирттерме пункт территорийĕнче вĕсене урамрах кăкарса тытмалли вырăн йĕркелемелле*

- выльăхсем тăнă çĕрти тислĕке пуçтарма ятарлă контейнерсем вырнаçтармалла*

- ĕç вăхăтĕнче производство пÿлĕмĕсенчен юхса тухакан шĕвекĕн пухăнмалли  тата ăна тасатса дезинфекцилемелли вырăнĕсене тумалла*

- выльăхсене пусса тирпейлемелли пунктра йышăнмалли вырăн, çивитти айне вырнаçтарнă уçăлса çÿремелли лаптăк, пусмалли цех, продуктсем хумалли склад, аш-какай продукчĕсем сивĕтме холодильник, ытти хушма хуралтăсем пулмалла*

- пункт уçакансен выльăх пусмалли производство подразделенийĕсене пĕр корпусра вырнаçтармалла. Тушкăсене çÿлтен çакса çеç тирпейлемелле*

- урайсем тунă чух вĕсене хăвăрт çăвăнакан материалтан тумалла тата унăн канализаци системи тайлăк пулмалла*

- пунктри производство пÿлĕмĕсенче çутă çителĕклĕ пулмалла, стенасемпе маччара тата урайсенче ванчăк вырăнсем пулмалла мар*

- усă куракан оборудованипе инвентарĕн ĕç вăхăтĕнче тутăхпа витĕнсе продуктсем çине сиен кÿмелле мар материалтан пулмалла*

- выльăхсене пусса тирпейлемелли цехра тушкăсемпе ветеринарипе санитари тĕпчевĕ ирттерме тата экспертиза тума обязательнăй йĕркепе палăртнă вырăн йĕркелемелле*

- производство пÿлĕмĕнчи холодильникра лаборатори тĕрĕслевĕ ирттермелли какай валли санитари камери тытмалла.

Çак йĕркесене çирĕп пăхăнсан çеç ялта пурăнакансем выльăхсене пусса тирпейлемелли пунктсем уçма пултараççĕ. Ăнланманнисене пирĕнпе çыхăнма ыйтатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика