Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Моргаушская районная станция по борьбе с болезнями животных» Государственной ветеринарной службы ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуса хĕрхенетпĕр, тенкĕ çухататпăр

09 ноября 2017 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, ĕç тăвакан влас органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура республикăри эпизооти (выльăх чирĕ анлă сарăлни) тăрăмĕ тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ.

ЧР Патшалах ветеринари службин ертÿçи - тĕп патшалăх ветеринари инспекторе Сергей Скворцов пĕлтернĕ тăрăх - федерацин Атăлçи округĕн хăш-пĕр регионĕнче эпизооти тăрăмĕ япăхланнă. Пушкăртстанра – ящур, Самар, Оренбург, Саратов, Ульяновск облаçĕсенче мăйракаллă шултра выльăхăн ерекен ÿт-тир чирне тупса палăртнă. Ветспециалистсем регион территорине инфекцие кĕртес мар тесе сыхă тăраççĕ, диагностика тĕпчевĕсем, ветеринари-профилактика, эпизооти мероприятийĕсем ирттереççĕ пулин те, Африка мурĕ, çĕпĕр язви, бруцеллез, туберкулез, кайăк-кĕшĕк грипĕ килсе çулăхас хăрушлăх иртмен-ха. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика Правительстви сыснасен Африка мурĕпе сикекен ытти чиртен сыхланас тĕллевпе профилактика ирттерме укçа-тенкĕ уйăрнине палăртать? Хăрушă чире пула пулма пултаракан тăкака саплаштарма выльăх-чĕрлĕхе страхламалли çинчен те аса илтерет?

Иртнĕ тунтикун ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов канашлура ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер тата уйрăм çын хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке страхлама васкаманнине палăртна. Страхлани вĕсене инкекре усă кÿрет çеç. Тăкаксен çуррине патшалăх саплаштарать. Страхламан хуçалăхсем çак çăмăллăхпа усă кураймаççĕ.

Страхлав ĕçне Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕ, районсенче уйрăмĕсем пурнăçлаççĕ. Анчах унăн агенчĕсем тем пек тăрăшсан та пур çĕре те çитме ĕлкĕреймеççĕ. Выльăх ĕрчетекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсене, килти хуçалăхсене пĕрле шутласан - темиçе пинрен те иртет. Страхлав усă кÿни çинчен ветеринарсем те ялсенче çынсемпе тĕл пулсан аса илтерме пултараççĕ паллах. Районсенчи ветстанцисемпе телефонпа çыхăннă хыççăн вĕсен хăйсен те ĕç нумаййи, «ют картана» кĕрес килменни палăрчĕ. Агентсем вырăна çитсен калаçса татăлма пултараççĕ паллах. Выльăхпа ĕçлекенсем тĕрлĕ сăлтава пула страхлав уйрăмĕсене каясшăнах мар. Вăхăт çук имĕш, анчах чи пысăк йывăрлăх – шалу, парăмсемпе налуксем, ытти тÿлеве пула ялан укçа çитсе пыманниĕ çитмен пурнăç кашни тенке, пуса шутлаттарать, кĕçĕтмен пуçа хыçтарать. Инкек тÿсмесĕр (Турă сыхлатăр, курас марччĕ ăна!) страхлав пирки аса та илместпĕр.

Анчах нимĕн те тума çук, вăл меллĕ саманта кĕтсе хыçранах çÿрет. Сапла вара пуса перекетлесе тенке çухататпёр мар-и?

Пĕлтĕр Пăрачкав, Улатăр районĕсем шар курнине епле манăн? Ун чухне бюджетран 30 млн тенкĕ ытла тăкаклама тивнĕ. çынсем хăйсем те çухату тÿснĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика